Сувениры
Меню сайта
Я родился
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Туй йăли-йĕркисем (Э. Патмар хатĕрлени)
 
 Туя туй пек тăвар-и,
Туй мыскари тăвар-и?
Туйра сакăр ташă пур,
Туйра тăхăр юрă пур.
Таш ташлама тăрсассăн
Сакăр каччă куç хывать
Юр юрлама тăрсассăн
Тăхăр каччă куç хĕсет.
 

Чăваш туйĕ вăл — кăткăс та нумай сыпăклă драма. Туй ăçтан пуçланса ăçта вĕçленнине тупса çитерме те йывăр. Ахăртнех туй мешехисем ача-пăча çуралса аталансанах тытăнса мĕн ĕмĕр тăршшĕпех каяççĕ пулмалла. Ывăл-хĕр çуралсанах ашшĕ-амăшĕ хĕр е каччă куçлама тытăнаççĕ, кам таврашĕпе хурăнташланса пурăнасси пирки шухăшлаççĕ. Ача ӳссе çитсен, каччă шăрши кĕрсен, туй хуйхи пуç çине килет. Вара кил-терĕшсем, тăванĕ-хурăнташĕсем каччăпа пĕрле хĕр куçласа хĕр калаçма тапратаççĕ. Авланас шутлă ачапа ашшĕ-амăшĕ пĕр чĕлхе тупсан евчĕ шырама тытăнаççĕ. Чăн туй мешехисем çакăнтан тытăнса каяççĕ.
 
Евчĕ
Авланакан ачан ашшĕ илме куçласа хунă хĕр кӳршинче пĕр-пĕр çывăх тăванне е пĕлĕшне евчĕ хума куçласа хурать. Вара пĕр-пĕр кун, кучченеçсем илсе, çав пĕлĕшĕ патне калаçма каять. Пĕлĕшĕ евчĕ пулма килĕшсен ăна хĕр ашшĕсем патне хĕр калаçма ярать. Евчĕ каякансем хăраххăн та, арлă-арăмлă та кайма пултараççĕ.
Авланакан ачан ашшĕ илме куçласа хунă хĕр кӳршинче пĕр-пĕр çывăх тăванне е пĕлĕшне евчĕ хума куçласа хурать. Вара пĕр-пĕр кун, кучченеçсем илсе, çав пĕлĕшĕ патне калаçма каять. Пĕлĕшĕ евчĕ пулма килĕшсен ăна хĕр ашшĕсем патне хĕр калаçма ярать. Евчĕ каякансем хăраххăн та, арлă-арăмлă та кайма пултараççĕ.
Тăванланас килсен хĕр парса илесси, е ывăл авлантарса хăталлă-тăхлачлă пуласси пиркп пĕр-пĕрне систерсе хунă-ха. Анчах, авалтан килекен йăла тăрăх, икĕ хăта хушшинче евчĕ çӳретмеллех пулнă. Чăваш нисепĕпе килĕшӳллĕн, хĕр ашшĕ-амăшĕ хĕрне тӳрех паман. Евчĕ сахалтан та виçĕ хутчен хĕр калаçма кайса килнĕ. Пирвайхи хут кайсан хĕр калаçнă, хĕрне пама кăмăлĕсем пурри-çуккине ыйтса тĕпченĕ. Иккĕмĕш хутĕнче хулăм калаçнă, каччă енчен мĕн чухлĕ хулăм пулмаллине, хĕр енчен мĕн чухлĕ парне пулмаллине сӳтсе явнă. Ăна туй тăкакĕсем икĕ енне те пĕр тикĕс тивччĕр тесе çапла тунă. Икĕ хăта куçа-куçăн калаçса хаклашса ларни илемлĕ япала мар. Çавăнпа вĕсем укçа-тенкĕ ыйтăвĕсене евчĕ урлă калаçса килĕшнĕ. Тав тухас-тăвас пулсан та икĕ хăта пĕр-пĕрне кĕретĕн кӳрентермен, евчĕне кӳренме сăлтавĕ пулман. Тав сăмахĕ тухас пулсан та вăл япала ĕмĕр тăршшĕне кайман. Кулăм калаçнă чухне евчĕ икĕ хăта хушшине темиçе те хутланă, анчах туй хутлăхĕнче кашни ĕçе мăшăрсăр туса пынă. Юлашки хут кайсан евчĕ сăмах пĕтерсе таврăннă.
Евчĕне ăна сăмах-юмаха ăста çынна тунă. Вăл сăмаха тӳрремĕн пуçламан, ялан юптарса та шăхвăртса, майăн шăлтарса калаçнă. Чăваш туйĕнче евчĕн çирĕп йăли-йĕрки тата çирĕплетнĕ сăмахĕсем пулнă.
 
Хĕр килĕшни
Евчĕ сăмах пĕтерсе килнĕ хыççăн каччăн ашшĕ-амăшĕсем кучченеçсем илсе хĕр килĕшме каяççĕ. Вĕсем пĕр пуçламăш çăкăр, пĕр çавра чăкăт, пĕчĕк пичĕке сăра илсе пыраççĕ. Хĕр килĕшме каякансем малтан евчĕ патне кĕреççĕ, унтан вара хĕр килне каяççĕ. Ку вăхăта хĕр ашшĕсем çывăх тăванĕсене пухса кĕтсе лараççĕ.
Хĕр килĕшнĕ чухне икĕ енчи хăтасем çураçмине хăçан тăвасси пирки сăмах татаççĕ. Ваттисем калаçса ларнă çĕре инкĕшĕ юри кӳрше каçса ларнă хĕре илсе килет. Евчĕ ăна виçĕ хутчен пушăпа çапать те пушшине хĕр нилне йăрхаха çакса хăварать. Çак йăлана «пушă пăрахни» теççĕ. Вăл хĕре çураçса хунине пĕлтерет. Килĕшме килнĕ çынсене хĕр парне çакать, «кĕрӳ тутри» парса ярать.
Хĕр калаçса тухсан каччă енчисем евчĕ патне таврăнаççĕ те унтан килĕсене каяççĕ.
 
Çураçма
Хĕр калаçса килнĕ хыççăн пĕр эрнерен çураçмине тăваççĕ. Каччă килĕнче те, хĕр килĕнче те çывăх тăванĕсене хăнана йыхăрса илеççĕ. Ача килĕнче хулăм укçи, хулăм шучĕпе калаçнă япаласем хатĕрлесе тăраççĕ.
Чĕннĕ хăнисем пуçтарăнса çитсен, каччă килĕнче пичĕке пуçласа сăра чӳклеççĕ. Унтан кăштах хăна пулса лараççĕ те каç еннелле хĕр çураçма тухса каяççĕ. Хапхаран тухнă чухне киле юлакансем çураçма каякансем çине хăмла вĕçтереççĕ: «Пикеннĕ ĕçĕр хăмла пек çăмăл пултăр, кăçал хĕрсем хăмла вĕçнĕ пек качча кайччăр», — теççĕ.
Хĕр çураçма каякансем малтан евчĕ патне кĕреççĕ, унтан тин хăти килне каяççĕ. Хĕр енчисем вĕсене пусма вĕçне тухса кĕтсе илеççĕ, пĕрер курка сăра сĕнеççĕ. Унтан пӳрте çавăтса кĕрсе сĕтел хушшине лартаççĕ.
Апат çиме пуçличчен хĕр ашшĕпе амăшне сĕтел пуçне лартса пуç çапаççĕ, хĕр инкĕшĕ çураçма килнисене парне салатать, парне илекенсем укçа параççĕ.
Çураçнă хĕрĕ ку хушăра хĕр çумĕсемпе пĕрле кӳршĕре ларать. Авланакан каччă хăйĕн юлташĕсемпе унта пырать. Пуç çапса пĕтернĕ çĕре евчĕпе арăмĕ çамрăксене кайса илсе килеççĕ. Вĕсем купăс каласа, юрласа пырса кĕреççĕ. Кусем килсен хĕр ашшĕ-амăшĕ çумне каччă амăшĕсене те пырса лартаççĕ. Вара, çамрăксем пурте ваттисене ӳксе пуç çапаççĕ. Ваттисем çамрăксене пехил параççĕ.
Унтан пĕр хушă ĕçсе çиеççĕ те хĕрсен тăванĕсем çураçмана килнĕ çынсене хăйсем патне килĕрен илсе çӳреççĕ. Çӳресе таврăнсан хулăм укçи хураççĕ, каччă ашшĕ илсе килнĕ сăра пичĕкине пуçлаççĕ, тав туса ĕçеççĕ. Çураçмара çĕр каçипех хăна пулса лараççĕ. Ир кӳлĕм çураçнă хĕр «хĕр шӳрпи» пĕçерет. Ăна малтан хĕр çумĕсене çитерет.
Тул çутăлса çитсен «тĕртнĕç пăтти» антараççĕ. Ăна çисе тухсан хăнасем килĕсене саланма пуçлаççĕ. Вĕсене çураçнă хĕр тухса хапха уçса кăларса ярать. Лешсем ăна уншăн укçа парса хăвараççĕ.
Хĕр çураçса таврăнакансене каччă килĕнче тăванĕсем кĕтсе лараççĕ. Вĕсем хĕр панă парнесене тыта-тыта пăхаççĕ, вĕсене чуп туса чыс тăваççĕ. Унтан çураçмине чипер ирттерсе килнĕ ятпа ваттисене асăнса сăра ĕçеççĕ те килĕсене саланаççĕ.
 
 Пăлчав
Хĕр çураçнă хыççăн çĕнĕ хăтасем пĕр-пĕринпе хутшăнса пурăнаççĕ, аслă уявсенче-çăварнире, мăнкунра-мĕнре — пĕр-пĕрин патне хăтана çӳреççĕ, пасарсене пĕрле тухаççĕ, Xĕр япалисем, парнесем туянаççĕ. Хĕрĕпе каччи те пасар таврашĕнче пĕр-пĕрне курса калаçаççĕ. Мăнкунсем иртсен вара хăтасем туй енне шухăшлама пуçлаççĕ. Унччен хулăм парса пĕтерейменнисем вăй çитерсе хулăмне татма тăрăшаççĕ.
Çимĕк çывхара пуçласан каччă ашшĕсем хĕр килне пăлчав илме каяççĕ. Пăлчава кайнă чухне те кучченеçсемпе каяççĕ, кучченеçĕсене татах хăрах илеççĕ, пăлчава каякансене те хăрах пуçтараççĕ. Пăлчава авланакан каччă, ашшĕ-амăшĕ тата пĕр-икĕ мăшăр çывăх тăванĕсем каяççĕ.
Пăлчава кайсан туйне хăçан лартасси пирки, хăш енчен туя миçе мăшăр та миçе хăрах чĕнесси пирки калаçса татăлаççĕ, хулăм тăррине парса татаççĕ.
Каччă енчен илсе килнĕ кучченеçсене хĕр енчисем хăйсене илсе юлаççĕ, вĕсен вырăнне хăйсен енчен ӳстерсе парса яраççĕ. Ăна çамрăк мăшăрсен пурнăçĕ ӳсĕнсе пытăр тесе çапла хушса параççĕ. Пăлчава илсе пынă кучченеçсене хĕр енчисем хăйсем туя чĕнес тенĕ тăванĕсене салатса çӳреççĕ. Каччă енчисем те хăтăшĕсем панă кучченеçсене тăванĕсене туя йыхăрса салатса çитереççĕ. Кучченеç çинисем вара туя кайма хатĕрленсе тăраççĕ.
 
Каччă туйĕпе хĕр туйĕ
Пăлчав туса туйне хăçан пуçласси пирки калаçса татăлсан икĕ енĕ те пикенсех туя хатĕрленме тытăнаççĕ. Чăвашсен каччă туйĕпе хĕр туйĕ пĕр вăхăтрах тапранать. Анчах каччă туйĕ пĕр хушă хăй тĕллĕн, хĕр туйĕ хăй тĕллĕн çӳрет. Кайран кăна çав икĕ туй пĕрлешсе каять. Каччă туйĕн хăйĕн мешехисем пур, хĕр туйĕн те çавнашкалах хăйĕн йăли-йĕркисем пур. Вĕсене çавăнпа та уйрăмшар çырса кăтартсан ăванрах пулать.
 
Каччă туйĕ
Туй пуçлас кун каччă килĕнче илĕм-тилĕмпех мунча хутса пултараççĕ. Ку мунчана авланакан ача кĕрӳ нĕкĕрĕсем пулма суйланă каччăсемпе пĕрле кăна кĕрет. Арлă-арăмлă çынсем вăл кун мунчана каймаççĕ.
"Мунча кĕрсе тухнă çĕре каччă ашшĕ çывăх тăванĕсене чĕнсе килет те вĕсем хăйсен хушшинче туй пуçĕ, мăн кĕрӳпе кĕçĕн кĕрӳ, уртмахçă, вăйăçă тата ытти «туй илемĕсем» суйласа хураççĕ. Хăнасем çапла канашласа ларнă çĕре авланакан ачапа кĕрӳ нĕкĕрĕсем мунча кĕрсе тухаççĕ. Хăй ачи нӳхрепрен пĕр чĕрес сăра ăсса кĕрет. Ашшĕпе амăшĕ сĕтел çине пуçламан çăкăрпа чăкăт кăларса хураççĕ, кашнинех «алă валли» салатса тухаççĕ те кĕл тума тытăнаççĕ. Кĕл туса пĕтерсен авланакан ача ашшĕпе амăшне сĕтел пуçне лартса пуç çапать.
Унтан авланакан ачан ашшĕ «туй илемĕсене» лартма шутланă çынсене пĕрер курка парса вырăна лартса тухать. Пирвайхи куркана туй пуçĕ тума палăртнă çынна параççĕ, унтан мăн кĕрӳ пулмаллине, вара кĕçĕн кĕрӳ пулассине ĕçтереççĕ. Çапла «туй илемĕсене» вырăна хурса тухсан туй пуçĕпе авланакан каччă кашнинех пĕрер курка сăра ĕçтерсе çаврăнаççĕ. Ĕçекенĕ пĕри курки тĕпне: «хулăм хутне кĕмелĕх», — тесе, укçа ярса парать. Пурне те ĕçтерсе тухсан апат лартса çитереççĕ те, вара ăратнисем килĕсене таврăнаççĕ. «Туй илемĕсем» туя кайма хатĕрленсе тăраççĕ.
 
Йыхрав
Ыран туй тапранас кун кăнтăрла иртсен авланакан ачан ашшĕ кĕçĕн ывăлне туй-ишлĕке хăна-вĕрле йыхăрма кăларса ярать. Туй йыхравçине кĕрӳ нĕкерĕ пек тумлантараççĕ те юланут çине лартса яраççĕ. Утне те пит капăр тумлантараççĕ. Вăл ача урам тăрăх йыхрав такмакĕ каласа çӳрет, кам тĕл пулакана туя пыма чĕнет. Тăванĕсен хапхи умне пырса тăрать те йыхрав ачи, кил хуçисене хапхана пушшипе шаккаса чĕнсе кăларать, такмакла-такмакла туя йыхăрса хăварать. Вăл çапла пĕтĕм яла хĕвеле май чĕнсе çаврăнать.
Туй ларас кун каçалапа çывăх тăванĕсĕне виççĕн пулса тепĕр хут туя йыхăрса тухаççĕ. Пĕри тĕрĕллĕ сĕлкĕ çинче тирĕкпе пĕр хăпарту, пĕр çавра чăкăт йăтса пырать, тепри чĕреспе сăра çĕклесе пырать, тĕл пулакан çынсене, тăванĕсене căpа ĕçтерсе туя чĕнсе çӳрет. Вĕсем малтан çапла вăйăçа кайса илсе килеççĕ. Вăйăçă патĕнчен туй юррисем юрласа тухаççĕ. Çапла купăс калакана, шăпăрçăна, параппан çапакана пуçтарса килеççĕ. Унтан татах вăйăçипе параппан калакана илеççĕ те, пиллĕкĕн пулса, «туй илемĕсене» пуçтарса килеççĕ. Юлашкинчен ытти пур тăванĕ-пĕтешĕсене, кӳрши-аршисене кая-кая илсе килеççĕ.
 
Туйилемĕсем
Арçын туйĕн кĕрнекне туй илемĕсем кӳрсе тăраççĕ. Вăйлă туйсенче туй илемĕсем ытларах, вăйсăртарах туйсенче сахалтарах пулаççĕ. Туй кĕрнекне кӳрсе тăма туй пуçĕ, мăн кĕрӳ, кĕçĕн кĕрӳ, уртмахçă, минтерçĕ, кĕрӳ нĕкерĕсем, вăйăçсем суйласа хураççĕ.
Туй пуçĕ каччăн пĕр-пĕр ватăрах çывăх тăванĕ пулать. Вăл кирек ăçта та туй пыриччен маларах çитсе туй кĕрес çурта хыпар леçсе çӳрет, мĕнпур туй халăхне астуса пăхса тăрать. Туй пуçĕ арлă-арăмлă пулать, арăмĕ тепĕр чухне минтер йăтса çӳрет.
Мăн кĕрӳ пулма туй тамаши-мешехисене лайăх пĕлекен ватăрах çынна суйласа лартаççĕ, вăл пĕтĕм туй йăли-йĕркине майлаштарса пырать, кашни киле кĕмессерен «саламалик» калать.
Кĕçĕн кĕрӳ туйра авланакан каччă çумĕнче çӳрекĕн çын пулать, вăл мăн кĕрĕве пулăшса тăрать, мăн кĕрӳ такмак каланă хушăра ташă пуçласа парать, туй халăхне тăшлаттарса-юрлаттарса çӳрет.
Уртмахçă тесе туйра сăран такмак е уртмах çакса çӳрекенсене калаççĕ. Вăл такмакне кучченеçсем пуçтарса çӳрет, кирлĕ çĕрте кучченеçĕсене улăштара-улăштара тухать.
Минтерçĕ кĕрӳ ларакан минтере йăтса, кĕрӳ лашине çавăтса çӳрет.
Кĕрӳ нĕкĕрĕсем авланакан каччăн юлташĕсем пулаççĕ, вĕсем ялан кĕрӳ çумĕнче ăна сыхласа çӳреççĕ.
Вăйăçă чаплă туйра темиçе те пулма пултарать: хăшĕ хăма купăс, хăшĕ шăпăр калать, хăшĕ параппан çапать, чăнкăрти шаккать, вĕсем те юланутпа çӳреççĕ.
Туй илемĕсен хăйсене ятуллă тум пулать. Пурте вĕсем хăмач тытса, тĕрелсе пĕтернĕ шупăр тăхăнаççĕ, пилĕкĕсене улаласа тĕртнĕ шараç пиçиххисем çыхаççĕ, пуçĕсене крымски калпаксем, тилĕ çĕлĕкĕсем тăхăнаççĕ, мăйĕсене пысăк тенкĕллĕ çуха çакаççĕ. Унтан тата çурăм хыçне çулăк, пиçиххи хушшине сĕлкĕ çакса яраççĕ, аллисене пӳрнеллĕ алса, тăпăртатса ташлама урисене атă тăхăнаççĕ. Вăйăçăсемсĕр пуçне кĕрӳ нĕкерĕсемпе туй илемĕсен пурин те аллинче саламат пулать. Çураçма кайсан парне илнисем парнисене хулпуççи урлă çака-çака яраççĕ. Вĕсем вара мĕн туй вĕçленичченех çапла çӳреççĕ.
 
Кĕрĕве тумлантарни
Туй тапранас умĕн кĕрĕве шурă кĕлете илсе кайса тумлантараççĕ. Кĕлете сĕтел лартаççĕ, çăкăр-тăвар, ĕçме-çиме хатĕрлеççĕ. Туй илемĕсем пурте кĕрĕве тумлантарнă çĕре тухаççĕ. Кĕлетре вĕсене авланакан ачан инкĕшĕ сăрапа кĕтсе тăрать.
Пирвай инкĕшĕ каччăна сăра тултарса парать, унтан ыттисене ĕçтерсе çаврăнать, вара авланакан ачана тенкел çине лартса çӳçне касса тикĕслет те тумлантарма тытăнать. Каччăна та туй илемĕсем пекех тумлантараççĕ, анчах юсавĕсем пурте çĕнĕ пулаççĕ. Тумлантарса пĕтерсен çĕлĕкĕ çине çамка тĕлне пĕр кĕмĕл çĕлесе ярать, çурăмĕ хыçне виçкĕлчеллĕ туса кĕрӳ тутри çĕлесе хурать, тата тепĕр икĕ тутăрне пиçиххи хушшине икĕ енне хĕстерсе ярать. Унтан тата пĕр пĕчĕкçĕ, тăваткал тутăра кĕрĕвĕн кача пӳрнинчи çĕрри çумне çĕлесе хурать. Тумлантарса пĕтерсен ачи инкĕшне чуптуса илет.
Кĕрĕве тумлантарнă чухне ашшĕ-амăшĕпе хурăнташĕсем пӳртре лараççĕ, тумлантарса пĕтерсен хирĕç тухса илеççĕ. Пӳрте кĕрсен авланакан ачана алăк патĕнчи сĕтел хушшине лартаççĕ, вăл минтерçĕ хурса панă минтерне саламатпа виçĕ хутчен çапса ларать.
Каччăна кĕртсе лартсан «алă валли» салатса чӳклеççĕ, ачана ашшĕпе амăшĕ умне тăратса пуç çаптараççĕ, пехил илтереççĕ. Вара туй пуçĕ мăн кĕрĕве сăра ăсса парать те лешĕ такмак каласа туй пуçласа ярать.
 
Ĕрет çӳрени
Ашшĕ килĕнче пĕр хушă ĕçсе-çисе юрласа-ташласа савăннă хыççăн туй халăхĕсем ачана ĕрет çӳреме илсе каяççĕ. Туй илемĕсем юланутпа çӳреççĕ, ытти халăх тарантассемпе, кӳмеллĕ урапасемпе çӳрет. Малта, туй пуçĕпе мăн кĕрӳ хушшинче, авланакан ача пырать. Вĕсем хыçĕнчен уртмахçăпа минтерçĕ, тата каярах — тăватă кĕрӳ нĕкерĕ пыраççĕ. Кусен хыçĕнче вăйăçăсем «çул кĕвви» каласа пыраççĕ, хыçра туй халăхĕ юрласа çӳрет.
Каччă килĕнчен тухсан туй урам тавралла виççĕ çаврăнать те пурте уя тухса хаяр пăрахаççĕ. Унтан туй пуçĕ халăха хăй килне йыхăрса каять. Хапха умне çитсен мăн кĕрӳ такмак каласа ял халăхне туя йыхăрать, туй тамашисене тапратса ярать. Хапхаран кĕнĕ чухне авланакан ачапа кĕрӳ çуммĕн çӳрекен туй илемĕсем хапха тăррисене, хапха юписене саламачĕсемпе виçшер çапса кĕреççĕ.
Туй йăли-йĕркипе туй пуçĕ килне кĕрсе туй илемĕсене килтерсе, ĕçсе-çисе, юрласа-ташласа тухаççĕ. Каяс умĕн кил хуçисене кĕреке пуçне лартса пуç çапса, пехил илсе тухаççĕ. Каччă туйĕ пĕр киле кĕрсе тухсан ăна тӳрех тепĕр киле илсе каяççĕ. Ялсенчи пур тивĕçлĕ хурăнташĕсем патне кĕрсе çаврăнса тухсан туй тата ют ялти хурăнташĕсем патне çӳреме каять. Уртмахçă кашни килтех пӳлемĕк чӳклемешкĕн çимĕç пухать. Тухса кайнă чухне мăн кĕрӳ пурин патĕнче те такмак каласа туя йыхăрса хăварать.
Пур хурăнташĕсене те çӳресе çаврăнсан туй ачан ашшĕ килне таврăнать те унтан пуçтарăнса хĕр илме тухса каять. Хурăнташ-вĕрле хулăм пулсан туй икĕ талăк ĕрет çаврăнать, ахаль чухне пĕр каçрах çаврăнса тухать те хĕр патне тухса каять.
 
Хĕр туйĕ
Çураçма иртсенех çураçнă хĕр хăйĕн тантăшĕсене пухса «хĕр шӳрпи» çитерет, хĕр нимине йыхăрать. Хĕр тантăшĕсем вара хĕл хута качча каяс хĕр патне пухăнса япала пĕтереççĕ: парнелĕх кĕпе-йĕм çĕлеççĕ, сурпансем, çĕлĕксем тĕрлеççĕ.
Ыран туй пуçлас кун хĕр килĕнче ирпе ирех хĕр мунчи хутса пултараççĕ. Унта вара качча каяс хĕрпе хĕр çуммисем хăйсем кăна кĕрсе тухаççĕ. Мунча кĕрсе тухнă çĕре хĕр килĕнче хурăнташĕ-тăванĕсем пухăнаççĕ те хĕре пуç çаптарса пехиллеççĕ. Унтан вара инкĕшĕ ăна хĕр йĕртме кĕлете илсе каять.
Кĕлетре инкĕшĕ хĕре тумлантарать. Çине хĕр çынла кĕпе, пуçне тухья, урине чакчур пушмак тăхăнтартать, чĕрçитти çакать, сарă çыхать. Унтан вăйăçă хĕр йĕрри çемми калама пуçлать, инкĕшĕ хĕр çине пĕркенчĕк уртса ярать. Хĕрĕ ăна виçĕ хутчен сирсе пăрахать. Юлашкинчен инкĕшĕ хĕре пĕркенчек айне лартать те кĕмĕл шăнкăрав çине эрех ярса парать, хĕре йĕме вĕрентет. Виçĕ çавра инкĕшĕ юрласа панă хыççăн хĕр хăй тĕллĕнех йĕме пикенет. Чи малтанах вăл ялти чи хисеплĕ те сумлă çынна асăнса йĕрет. Çапла хĕр туйне пуçласа яраççĕ.
Хĕр туйĕнче хĕр çуммисем пулаççĕ, вĕсем пурте тухъясемпе, тенкĕллĕ мăясемпе, теветсемпе пулаççĕ. Туй арăмĕсем хушпусем, тилĕ çĕлĕкĕсем тăхăнаççĕ. Пурте хыçсем, шупăрсем, халатсем, йĕленсем тăхăнаççĕ, пĕри те кĕпе вĕççĕн кăна пулмасть. Юрланă-ташланă чухне ташă тутрисем вĕçтерсе тăраççĕ.
Хĕр туйĕнче «туй илемĕсем» каччă туйĕнчи пек нумай мар. Пĕр ватăрах тăванне туй пуçĕ тăваççĕ, тата тепĕр çынна вăйăçа лартаççĕ. Вăл купăс каласа хĕр йĕртсе çӳрет. Хĕрпе пĕрле ун тетĕшĕ çӳрет. Вăл хĕр ларакан минтере йăтса тухать, хĕр тăванĕсем патĕнче хӳхлесе çӳренĕ чухне вăл хĕре кӳме çинчен пӳрте йăтса кĕрет, пӳртрен кӳме çине йăтса тухса лартать. Тата пуса каччисем пулаççĕ, вĕсем хĕр йĕрсе çӳренĕ чухне лав тытса пыраççĕ.
Хĕр йĕме пикенсен ăна пӳртрен сăрапа хирĕç тухса илеççĕ. Хĕр пĕркенчĕк айĕнче сулăна-сулăна хӳхлет, хĕр çуммисем ăна икĕ енчен çавăтса пыраççĕ. Пӳрте кĕрсен хĕр тăванĕсене йĕркерен асăна-асăна йĕрет, сĕтел пуçĕнче сăра курки тытса ларакан ашшĕпе-амăшне пуç çапать. Вара хĕре кăмăка умне чаршав хыçне кĕртсе лартаççĕ.
Хĕре илсе кĕрсен «алă валли» салатса чӳклесе çиеççĕ те сĕтел хушшине апата лараççĕ. Апат çисе тухсан хĕр тăванĕсене асăна-асăна сăра ĕçтерсе çӳрет. Сăра ĕçекенсем ăна пехиллеççĕ, курки тĕпне укçа ярса параççĕ. Пурне те ĕçтерсе тухсан туй пуçĕ туй мешехине пуçласа ярать. Ашшĕ килĕнче кăштах ларсан хĕре тăванĕсем ĕрет çаврăнма йыхăрса каяççĕ.
Ял хушшинче хĕр кӳмеллĕ урапа çинче тăрса хӳхлесе çӳрет, ун çумĕнче хĕр çумĕсем тăраççĕ. Вĕсем ялан аппăшне ырласа, йыснăшне хурласа юрласа пыраççĕ. Хĕрĕ вĕсен хушшинче кӳме тăррине сĕвенсе йĕрсе пырать вара.
Туй пуçĕ хĕр кĕрес киле маларах çитсе ларать. Вăл пӳрте такмак каласа пырса кĕрет. Хĕр туйĕ хапха умне çитсе тăрсан кил хуçисем хирĕç сăрапа тухаççĕ. Тетĕшĕ хĕре пӳрте йăтса кĕрет те кăмака умне пырса лартать. Хыççăн хĕр çумĕсем юрласа кĕреççĕ. Туй халăхне тĕпеле сĕтел хушшине лартса хăналаççĕ, хĕрĕпе çуммăн çӳрекенсене кăмака умне чаршав хыçне уйрăм сĕтел лартса параççĕ.
Килтен тухса каяс умĕн хĕре кил xyçисене йĕре-йĕре асăнса пуç çапса хăварать, лешсем, ăна пехиллесе ăсатса яраççĕ. Пӳртрен хĕре татах тетешĕ йăтса тухса, кӳме çине лартать.
Хĕр туйĕ малтан çапла ялти тăванĕсене çӳресе таврăнать, унтан ютри хурăнташĕсем патне кайса çӳрет. Каччă туйĕ килес кун хĕр туйĕ татах ялти тăванĕсем патĕнче çӳрет. Арçын туйĕ хĕр илме килсе çитсен хĕр туйĕ «вăй киллине» пырса кĕрет те вăй килли урайĕнчен çавăнтах ларать. Арçын туйĕ килнĕ вăхăтра хĕр туйĕ ашшĕ килĕнче пулмасть.
 
Икĕ туй пĕрлешни
Ăратни-хурăнташĕсене çӳресе çаврăнсан качча туйĕ хĕр илме тухса каять. Хĕр ялĕнче каччă туйĕ малтан евчĕ патĕнче чарăнать. Евчĕ хĕр ашшĕсем патне кайса туй килнине пĕлтерет, кĕтсе хапăл тунине ыйтса пĕлет. Евчи таврăнсан хĕр ашшĕ килнĕ туй пуçĕ, унтан авланакан ачан ашшĕпе амăшĕ çураçмара калаçса тăтăлнă япаласене илсе каяççĕ. Юлашкинчен мăн кĕрӳ авланакан ачапа ытти туй халăхне ертсе каять.
Урампа пынă чухне мăн кĕрӳ такмакла-такмакла ял халăхне туя йыхăрса пырать. Хăта хапхи умне çитсен вăл саламамек калать, кĕçĕн кĕрӳ туй халăхне ташлаттарса-юрлаттарса тăрать. Хăтисем туй халăхне хирĕç тухса илеççĕ. Çапла çавра-çавра такмак каласа туй халăхĕ ташласа-юрласа пӳрте кĕрет.
Пӳртре авланакан ачана кĕрӳ нĕкерĕсем валли ятарласа алăк патне сĕтел лартнă. Мăн кĕрӳ авланакан каччăпа туй илемĕсене çав сĕтел тавра виççĕ çаврăнать те вара вĕсем сĕтел хушшине вырнаçса лараççĕ. Ытти туй халăхне хăти тĕпелти сĕтел хушшине лартать. Пурне те «алă валли» парса тухаççĕ те ăна асăнса чӳклесе çиеççĕ. Унтан ĕçкĕ-çикĕ пуçланать. Хăта патĕнче йĕркине туса пĕтерсен каччă туйне хĕр хурăнташĕсем хăйсем патне чĕнсе илсе хăна тăваççĕ. Чĕннĕ çĕре çӳресе таврăнсан каччă туйĕ хĕр ашшĕ килне таврăнать. Хĕр туйĕ ку вăхăтра «вăй киллинче» ларать.
Каччă туйĕ хăта килне таврăнсан «вăй киллинче» ларакан хĕр çуммисем виçĕ тапхăр каччă туйне виртлеме пырса каяççĕ. Пӳрте кĕрсен хĕр çуммисем каччăна тиркесе, хĕре мухтаса юрлаççĕ. Вĕсемпе пĕрле хĕрĕн инкĕшĕ кĕрӳ кĕпи илсе килет. Çапла виçĕ тапхăр кĕрĕве пырса виртлесе кайнă хыççăн «вăй киллинче» хĕре арăмла тумлантараççĕ, пуçне сурпан сыраççĕ, хушпу тăхăнтартаççĕ.
Хĕре тăхăнтартнă хушăра арçын туйĕ виçĕ тапхăр вăй килли уйăрма каять. Виççĕмĕш хутĕнче вара хĕре ашшĕ килне илсе килеççĕ. Картишне кĕрсен çамрăксене пĕркенчĕк айĕнче чуп тутараççĕ, çĕрĕ улăштарттараççĕ, вара «ала тыттарса» пӳрте илсе кĕреççĕ. Пăлтăрта каччăпа хĕре пĕр-пĕрне ятран калаттарса, тав тутарттарса пĕрер курка сăра ĕçтереççĕ.
Çамрăксене «алă тыттарса» пурте илсе кĕнĕ хушăра икĕ хăта, икĕ тăхлачă кĕреке пуçĕнче лараççĕ. Çамрăксем урай варрине чĕркуçленсе вĕсене пуç çапаççĕ. Туй халăхĕ те чĕркуçленсе ларса «пуç çапан юрри» юрлать. Пуç çапнă чухне ашшĕ-амăшĕсем çамрăксене пехил параççĕ. Пуç çапса тăрсан хĕр çуммисем хĕре кăмака умне чаршав хыçне илсе каяççĕ, кĕрӳпе кĕрӳ нĕкерĕсем алăк патĕнчи сĕтел хушшине кайса лараççĕ. Ытти туй халăхĕ тĕпелти сĕтел хушшине ларать. Хăта пĕрер курка сăра ĕçтерсе çаврăнать. Вара икĕ енчи вăйăçсем ăмăртмалла шăпăр-купăс калама тытăнаççĕ. Икĕ енчи хăнисем те тавлашса ташлама-юрлама пуçлаççĕ.
Пĕр хушă çапла ташласа-юрласа савăннă хыççăн авланакан ачана кĕрӳ кĕпи тăхăнтартма кĕлете илсе тухаççĕ. Кĕпине хĕрĕн инкĕшĕ тăхăнтартать, пиçиххине туртса çыхса ярать. Кĕрĕвĕ ăна чул туса илет те укçа парать. Кĕрĕве тумлантарса кĕртсен, вăл тĕпеле, хĕр ларакан çĕре пырать те арăмне виçĕ хут чуп тăвать. Кайран каллех хăй вырăнне алăк патне кайса ларать. Ытти туй халăхĕсем ку хушăра ташласа-юрласа тăраççĕ. Унтан вара хĕре ăсатма хатĕрленеççĕ, хĕр япали тиеме пуçлаççĕ.
Хĕр япали тиесе кĕрсен пӳртре хĕр йĕме тытăнать. Пĕр кана тĕпелте йĕрсе ларнă хыççăн хĕр пӳрт варрине тухать те йĕре-йĕре ашшĕпе амăшне, мĕнпур тăванĕ-хурăнташĕсене пĕрер курка сăра ĕçтерсе çаврăнать. Сăра ĕçекенсем курка тĕпне укçа ярса параççĕ. Сăра ĕçтерсе тухсан, хĕр ашшĕпе амăшне сĕтел пуçне лартса пуç çапаççĕ. Вара ашшĕпе амăшĕ хĕрĕпе кĕрĕвне пехиллесе яраççĕ.
 
 Хĕр кăларса кайни
Çамрăксене пехиллесе пĕтерсен тетĕшĕ хĕре пӳртрен хулпуççи çине хурса йăтса тухать. Хĕрĕ алăкран тухнă чухне аллипе алăк пăрăсне, ярса тытать, вара ăна упăшки вĕçертсе ярать. Хĕрне илсе тухнă çĕре картишĕнче лавсене кӳлсе тăратаççĕ. Йăтса тухсан хĕре кӳме çине лартаççĕ, вăл вара ăсатма тухнă тăванĕсене, ял-йышĕсене ятран асăна-асăна йĕрет. Кĕрӳпе унăн нĕкерĕсем хăйсен лашисем çине лараççĕ.
Хĕре ăсатма пиччĕшĕпе инкĕшĕ, çывăх тăванĕсем каяççĕ. Хĕр япалине тиенĕ лава хĕрĕн шăллĕ тытса пырать. Пурте вырнаçса ларсан хĕр илсе каякансене хапха уçса ăсатса кăларса яраççĕ.
Хĕр кӳми малта пырать. Хĕрĕ кӳме çинче тăррăн тăрса сулăна-сулăна хӳхлесе пырать, хирĕç пулакансене асăна-асăна йĕрет. Хĕр çуммисем те туй юррисем юрласа пыраççĕ. Хĕр кӳми çумĕнче юланутлă кĕрӳ туйĕ пырать, вĕсем хыççăн хĕр япали тиенĕ лав, унтан вара туй халăхĕ ларнă кӳмеллĕ урапасем пыраççĕ.
Хĕр çуммисем укăлча хапхи патне çитиччен кăна пыраççĕ. Уй хапхинче туй чарăнса тăрать, ял-йыша, пăхса тăракансеие ырăпа асăнать. Уй хапхинчен хĕре юланут çине лартса илсе каяççĕ. Хĕр лашин чĕлпĕрĕ вырăнне сурпан çыхаççĕ. Ăна вара упăшки тытса пырать. Хĕр илсе каякан туй кашни çул тăваткалĕнче тата ял çĕрĕн чиккинче чарăна-чарăна тăрать. Хĕр яла-йыша, çĕре-шыва асăнса йĕрет, туй халăхĕ ырăсене асăнса чӳклет, сăра-эрех тăкать, юрласа-ташласа хăварать.
 
 Хĕр илсе килни
Туй кĕрӳ ялĕн çĕр чиккинчен каçсан татах чарăнса тăрать те ырăсене асăнса кучченеç хывать, хаяр укçи çавăрса пăрахать. Хĕрне ялтанах илнĕ пулсан, хаяр укçи пăрахма юри хире тухаççĕ. Ял хапхи патне çитсен татах яла-йыша пăхса тăракан ырăсене асăнса кучченеç чӳклеççĕ, хапха юпи тăррине укçа хурса хăвараççĕ. Уй хапхинчен кĕнĕ чухне пăшал переççĕ, вара тин хапхана уçса яраççĕ, туя хирĕç çăнăх, хăмла вĕçтереççĕ. Ачи ашшĕ килне çитсен те хапхаран кĕнĕ чухне татах çапла айланаççĕ.
Хапхаран кĕрсен çамрăксене юланутсем çинчен кĕççе çине антараççĕ. Упăшкин йăмăкĕ инкĕшĕ патне пырать те унăн урине виçĕ хут çӳлелле çĕклет. Çакна «йăрана тăпăлтарни» теççĕ. Авал юланутпа илсе хилнĕ хĕр уринчен йăрана (ĕсенкĕне) вăйпа хывса илнĕ, хĕрĕ анасшăн мар пек пулса, йăрана çине хытă пусса тăнă. Хĕр уринчен йăранана вăйпа туртса кăларнă. Хĕре ут çинчен тетĕшĕ йăтса антарать.
Кĕççе çине тăрсан çамрăксем хирĕç тухca илекенсене виçĕ хугчен иккĕшĕ харăс ӳксе пуç çапаççĕ. Унтан авланакан ачан ашшĕ картаран пĕр кĕсре çавăтса тухать те чĕлпĕрне туй пуçне тыттарать. Туй пуçĕ чĕлпĕре халат аркипе тытать те кĕсрене «çамрăксем умне илсе пырать. Лешсем вара чĕлпĕре каллех халат аркипе илеççĕ те виçĕ хутчен пĕрне пĕри алăран алла тыттараççĕ. Çакна «таянчăк тыттарни» теççĕ.
Таянчăк тыттарсан çамрăксем картиш тавралла хĕвеле май виçĕ хутчен çаврăнаççĕ те пусма вĕçне пырса тăраççĕ. Вĕсен хыçĕнчен ытти туй халăхĕ те çапла виççĕ çаврăнса пусма вĕçне пырса тăрать. Вара кашнине пĕрер курка căpа ĕçтереççĕ те туй халăхне пӳрте илсе кĕреççĕ. Çĕнĕ çыннине татах тетĕшĕ хулпуççи çине хурса йăтса кĕрет.
Туй хăлăхĕ пӳрте кĕрсен çамрăк мăшăр урай варрине тăрать те ашшĕ-амăшне ӳксе пуç çапать. Вăл вăхăтра туй халăхĕ, «пуççапан юрри» юрлать. Вара авланакан ачан ашшĕпе амăшĕ ывăлĕпе кинне пехил параççĕ. Пехиллесе пĕтерсен туй халăхне сĕтел хушшине лартаççĕ. Апат çисе тухсан пурте ташласа-юрлама тытăнаççĕ.
 
 Хĕве хупни
Каччă килĕнче туй халăхĕ юрласа-ташласа савăннă хушăра хĕр инкĕшĕпе тĕпелте, чаршав хыçĕнче ларать, авланакан ача кĕрӳ нĕкерĕсемпе пĕрле алăк патĕнче сĕтел хушшинче ларать. Туй халăхĕ пĕр кана юрласа-ташласа туй кĕрнекне кӳнĕ хыççăн каччăпа хĕре япала пушатма илсе тухаççĕ. Япала пушатса кĕнĕ хыççăн туй халăхĕ тата темĕнччен юрла-юрла, ташла-ташла савăнать. Çурçĕр çитеспе кăна кашни сĕтел çине уйрăм тирĕкпе пăтă пырса лартаççĕ: хĕрне хăй йĕрсе ларнă çĕре, каччăна алăк патĕнчи сĕтел çине, ытти хăнисене тĕпелти сĕтел çине антарса параççĕ. Пăтă çисе тухсан мăн кĕрӳ каччипе хĕрне хĕве хупма хатĕрлет.
Япала пушатнă шурă кĕлете пĕр витре сăра, пуçламан çăкăр, пĕр çавра чăкăт илсе тухаççĕ, хĕрĕпе каччине те кĕлете илсе каяççĕ. Туй халăхĕ картишĕнче шав хастарланса юрласа тăрать.
Кĕлетре мăн кĕрӳ çамрăксене пĕрер курка сăра ĕçтерет, çăкăр çине пылпа çу сĕрсе парать. Вара çамрăксене иккĕн выртса виççĕн тăма пиллесе хăварать. Хĕрĕпе каччине кĕлете хупса хăвараççĕ те туй халăхĕсем пĕр хушă картишĕнче юрласа тăраççĕ. Унтан пӳрте кĕрсе кăштах лараççĕ те саланаççĕ, ютран килнисем унтах çывăрма юлаççĕ.
Кĕлетре хĕр упăшкине хывăнтарать. Упăшки ăна атă кунчи ăшне укçа ярса парать. Хывăнсан вĕсем виçе хутчен çĕррисене улăштарса тăхăнаççĕ.
 
Салам панă кун
Тепĕр кунне хĕве хупнисене çăкăрпа, чăкăтпа, витре сăрапа тухса илеççĕ. Хĕрĕ пĕркенчĕкне пĕркенсех кĕрет, татах тĕпеле кайса ларать, каччи алăк патне ларать.
Сĕтел çине шӳрпе лартсан хĕр инкĕшĕ кĕлетрен парнесем илсе кĕрет, каччă енчисене хĕр парне салатать. Парнине инкĕшĕ пырса çакать, парне илекенни парнине çакса ташлать, хĕре укçа парать. Парне салатнă хыççăн пурте шӳрпе ларса çиеççĕ. Каччă енчен туя пынă тăванĕсем хĕр хыççăн килнисем хăйсем патне илсе кайса хăна тăваççĕ.
Хăнана çӳресе çаврăнсан татах каччă килне пухăнаççĕ те пӳлемĕк чӳклесе çиеççĕ. Ун чухне уртмахçă пухса килнĕ кучченеçсене «алă валли» туса салатаççĕ те кĕл туса, асăнса çиеççĕ. Унтан татах юрлама-ташлама тапратаççĕ.
Кĕçĕн çын упăшки енчи тăванĕсене парне парса кил парни çакнă куна «салам панă кун» теççĕ. Хăшпĕр çĕрте пӳлемĕк чӳклеме çак кун картиш варрине шилĕк тунă: тăватă каска çине хăма сарса саксем майланă, варрине сĕтел лартнă. Сĕтелĕ çине пĕр пичĕке сăра, çимĕçсем пырса лартнă та кил-терĕшри ырăсене асăнса çинĕ.
Пӳлемĕк чӳклесе çисен çĕнĕ çын хăй хыççăн килнĕ тăванĕсене асăна-асăна хĕр йĕрсе ăсатнă.
 
 Шыв çулĕ пуçлани
Тепĕр кун ирхине çĕнĕ çынна кĕлетрен тăратса кĕреççĕ те шыв çулĕ пуçлама илсе каяççĕ. Унта виççĕн каяççĕ: хĕрпе пĕрле упăшкин йăмăкĕпе инкĕшĕ е урăх тăванĕ (тахлачăшĕ) пыраççĕ. Тăхлачăшĕ тиркĕ çинче çăкăрпа чăкăт йăтса пырать, çĕнĕ çынни кĕвентепе икĕ витре çакса ярать. Çĕнĕ çынна юриех инçетри çăл патне илсе каяççĕ.
Çăл патне çитсен çĕнĕ çын шыва укçа ярать, çăл кутне çăкăрпа чăкăт татăкĕсем пăрахать. Упăшкин йăмăкĕ инкĕшне виçĕ хутчен шыв ăсса парать, анчах та çĕнĕ çын виçĕ витрине те чĕркуççипе тĕксе йăвантарса ярать. Çак хушăра тăхлачăшĕ ăна çăкăрпа чăкăт татăкĕ хуçса парать, çĕне çын вĕсене кĕçĕн хĕрĕшпе пăйласа çиет. Унтан кĕçĕн хĕрĕш инкĕшне татах шыв ăсса парать те пурте шыв ăсса киле таврăнаççĕ.
Шыв ăсса килнĕ çĕре ял-йышсем çĕнĕ çын курма урама тухса лараççĕ. Çĕнĕ çын кашнин умнех шыв витрипе пырса çăкăнать, лапчăнса салам парать. Ăна вара: «Кĕçен çынтан аслă çын пул», — тесе пиллесе яраççĕ. Çакна «çăкăник туни» тенĕ.
Шыв çулĕ пуçласа килсен çĕнĕ çынна «çĕнĕ çын салми» пĕçерме хушаççĕ. Вăл вара хăй ăсса килнĕ шывпа яшка çакса ярать те тăвар ямасăр, сĕтпе-çупа çăрса татнă салма тума тытăнать. Яшки пиçсе аннă çĕре тăванĕсем çĕнĕ çын салми çиме пухăнаççĕ. Туй-шилĕк татах малалла тăсăлса каять.
 
 Пĕркенчĕк илни
Çĕнĕ çын салми пиçсе ансан пĕркенчĕк илме хатĕрленсе тăраççĕ. Çамрăк мăшăра кăмака умне юнашар тăратаççĕ те юпăнчăпа витсе хураççĕ. Упăшкин шăллĕ улмуççирен тунă виçĕ йӳплĕ сенĕкпе тиркĕ çинчен виçĕ салма тирсе илет те çамрăксем патне ташла-ташла пырса виçĕ хутчен:
— Инке салма çиетне?
Эс çийĕн те, эп памăп.
Эс çимесен хам çийĕп, — тесе такмаклать. Вара çав салмине инкĕшĕпе пиччĕшне çитерет. Инкĕшĕ юлашки салмине илсе çине чухне ку ачи çав виçĕ йӳплĕ патакпа инкĕшĕ пуçĕнчен пĕркенчĕке çаклатса илет. Унтан çав, пĕркенчĕкпе пӳрт тавра ташласа çаврăнать те ăна кĕлете кайса пырана тырă ăшне пытарса хурать. Вара кĕлетрен çăнăх ывăçласа килет те ташла-ташла пиччĕшĕпе инкĕшне çăнăхпа пырса сапать. Ăна çамрăксем шураличченех пурăнччăр тесе çапла çăнăхпа сапаççĕ.
Пĕркенчĕкне илсен çĕнĕ çынна хушпу çинчен хачмăк тăхăнтартса яраççĕ. Хачмăкне ăна сурпана çурмаран хутлатса, кăшт çĕлесе тăваççĕ.
Пĕркенчĕке илсен пурне те çĕнĕ çын салми çиме лартаççĕ. Ун чухне çĕнĕ çынна сăра ĕçтерме хушаççĕ. Сăрине ĕçсе параканĕ: «Кĕçĕн çынран аслă çын пул, — тесе пехиллет, курка тĕпне укçа ярса парать. Пехилленĕ чухне çĕнĕ çынпа упăшки вĕсен умĕнче пуç тайса тăраççĕ. Унтан вара юрă-ташă тапранса каять. Туй халахĕсем-хурăнташĕсем патне кайса çӳреççĕ. Юлашкинчен каччă килне таврăнса туй мешехисене вĕçлеççĕ.
 
 Çĕнĕ хăна илни
Туй-шилĕке ирттерсе ярсан пĕр-икĕ эрнерен çĕнĕ хăна илеççĕ. Малтан упашкин ашшĕсем хĕрĕн ашшĕсене чĕнсе илеççĕ, унтан хĕрĕн ашшĕсем хăтăшĕсене чĕнсе сăйлаççĕ. Çĕнĕ хăна илме кĕрĕвĕ хăй каять, утне урама тăратса, çуран кĕрет.
Хунĕ патне пырса кĕрсен кĕрӳшĕ çĕлĕкне хывать те çĕртен çӳлелле кустарса илет, салам парать. Унтан улча юни çине сĕлке пырса çакать, çĕнĕ хăнана йыхравлать. Хунĕсем кĕрӳшне кĕрекене лартса сăйлаççĕ, ăратнисене чĕнсе пуçтараççĕ. Çĕнĕ хăнана хĕр хыççăн пынисене йыхăрмаççĕ, ватăрах тăванĕсене пуçтарса каяççĕ. Пурте пуçтарăнса çитсен хăраххăн пулса тухса каяççĕ.
Хăтăшĕсем çĕнĕ хăнисене хирĕç тухса илеççĕ, кĕреке хушшине тирпейлесе лартаççĕ. Унтан ăратнисене пуçтарса ĕçкĕ-çикĕ хускатса яраççĕ. Çĕнĕ хăна илнĕ чухне туй юррисем юрламаççĕ вара, ĕçкĕ-çикĕ юррисем, кĕреке юррисем кăна юрлаççĕ. Хăта килĕнче хăна пулса ларсан-ларсан çĕнĕ хăнисене ăратнисем тăрăх ĕрет çӳреме илсе каяççĕ, ĕрет тухсан татах хăтăшĕ килне каç выртма таврăнаççĕ.
Çĕнĕ хăнасем килсен хĕрĕпе кĕрӳшĕ вĕсене пуç çапса салам параççĕ, ăсатнă чух та пуç çапсах ăсатса яраççĕ.
Тепĕр кунĕ ирхине хĕр ашшĕ килне çĕнĕ хăнана каяççĕ. Унта та йăли-йĕрки çакнашкалах пулса пырать. Хĕрĕ вара ашшĕ-амăшне ырласа, тăванĕсене савса тунсăхлă юрăсем юрлать. Тухса каяс умĕн мăшăрĕсем хĕрĕн ашшĕ-амăшне сĕтел пуçне юнашар лартса пуç çапса хăвараççĕ те юрласа таврăнаççĕ
 
Çĕнĕ хăта
Çĕнĕ хăнисем иртсен хĕрĕн ашшĕ кĕр мăнтăрĕпе вăй çитерсе çĕнĕ хăта илет. Çĕнĕ хăта илме хатĕрленсе çитсен хĕр ашшĕсем пĕр çамрăкрах ачана кĕрĕвĕ ялне йыхрава яраççĕ. Çĕнĕ хăтасем вара татах мăшăрсăр пулса пухăнса килеççĕ, килсен виçĕ каç выртса каяççĕ. Вĕсем кучченеçсемпе, пичке сăрасемпе, витре эрехсемпе килеççĕ. Çĕнĕ хатисем килнĕ çĕре хĕрĕн ашшĕ ăратнисене пуçтарать, хĕр сăри пичĕки пуçласа ярать. Çĕнĕ кĕрĕвĕ эрех ĕçтерсе çӳрет, кайнă хĕрĕ сăрапа çаврăнать. Хĕр ашшĕ килĕнче ханисем самаях шавласа, юрласа-ташласа лараççĕ. Вара вĕсене ĕрет çӳреме илсе каяççĕ. Кĕрӳ çĕнĕ хăтара пуçласа арăмĕн тăванĕсем патне кĕрсе курать. Çывăх тăванĕсем патне кĕрӳ сĕлкĕпе, тутăрпа кĕрет, тутăр вĕçне укçа çыхать те ăна улча юпи çумне кашта çине пырса çакать. Вара хуçа арăмĕ| ăна илет те çĕнĕ кĕрĕве сăра курки сĕнет, ăшне укçа ярса парать, тав туса ĕçтерет.
Хĕр тăванĕсем патне çапла парнепе кĕрсе тухса çаврăнсан çĕнĕ хăтасем хĕр ашшĕ килне таврăнаççĕ. Ăратни-хурăнташĕсем те вĕсене ăсатма унта пуçтарăнаççĕ. Каяс вăхăтсем çитсен хăташсем çул пăтти пĕçерсе лартаççĕ. Сĕтел хушшинчен тухса ура çине тăрсан çул куркисем параççĕ. Çапла вара çĕнĕ хăтасем шавласа юрласа тухса каяççĕ. Хĕрĕпе кĕрӳшĕ ваттисемпе пĕрле каймаççĕ, татах тепĕр каç выртаççĕ. Ун чух вĕсем патне хăйсем пек çамрăк тантăшĕсем пуçтарăнса лараççĕ, пĕрле ĕçсе-çисе, юрласа-ташласа савăнаççĕ. Çамрăк мăшăрăн каяс вăхăчĕ çитсен вĕсене хĕрĕн юлташĕсем ял вĕçне çитиччен юрласа ăсатса яраççĕ.
Çĕнĕ хăтасем хыççăн туй мешехечĕсем веçленчĕç тесен те юрать. Анчах пурнăç хăй куссине малаллах кусать. Икĕ ăратне хушшинчи хутшанусем те çывăхлансах пыраççĕ. Ĕнтĕ малашне вĕсем пĕр-пĕринсĕр пĕр ĕçкĕ те ĕçмеççĕ, пĕр уяв та ирттермеççĕ. Ялан та пĕрле пулаççĕ икĕ çамрăк пĕр кĕлтене çыхнă çак икĕ хурăнташ-вĕрле.
Ĕмĕрсем витĕр туптанса тухнă илемлĕ йăла-йĕркесем вĕсене хутшăнса пурăнма татах та нумай меслет тупнă. Ĕç çине кĕрес умĕн çĕнĕ çын ашшĕсем патне çурла-çава илме каять, кантăр пулсан çамрăксем кантăр сăрипе килеççĕ. Ĕççи чипер вĕçленсен, выльăх-чĕрлĕх илме каймалла. Выльăх илме кайнă чух хĕрĕн ашшĕпе амăшне кĕпе тăхăнтартса хăвараççĕ, унта та хăна-вĕрле пухса кайнă, каллех тăванпа тăван курнăçса савăшнă.
Хăна-вĕрле пухăнса çитсен хĕр ашшĕпе амăшне юнашар сĕтел пуçне лартнă, сулахай аллисем çине парнелĕх кĕпине хурса панă, сылтăм аллисене тулли курка тыттарнă. Унтан хĕрĕпе упăшки ваттисен умне пырса чĕркуçленнĕ, пухăннă — пĕр халăх «пуç çапан юрри» пуçласа янă. Çамрăксем ваттисене икĕ ураран тытса пуç çапнă. Ваттисем çамрăккисене ырă пехилне пихелленĕ, пурнăç тытма, хуçалăха хунаттарса яма выльăх-чĕрлĕх панă.
Малтан ашшĕ пĕтĕм чĕрнеллĕ лаша выльăх халалланă, унтан амăшĕ йĕкĕр чĕрнеллĕ ĕне выльăх халалланă, унтан тата килтен-йышран кашни пĕри сума суса пĕрер сурăх пехилленĕ, мамăк тӳшек-минтерлĕх, тутлăхлă шӳрпелĕх хур-кăвакал хушса панă... Чăвашăн хăйĕн кăмăлĕ çав таран ĕнтĕ вăл: атте-анне кăмăлĕ — аслă кăмăл...
Атте-анне пехилĕ аслă пулнăран-тăр çав, тăм тăвайкки çамкинче «ким чечекле» выляса паллашнă икĕ çамрăк икĕ пуçне пĕр минтер çине хунă та чăваш хунавне хушса пынă, ватă асаттесен йăлисене ламран-лама сыпса пынă.
Татас марччĕ-çке пирĕн те çав ырă йăласене, тивĕç пуласчĕ-çке атте-аннесен ырă пехилне!
Атьăр кĕр те тăвар, шав та тăвар, Çĕр çĕмĕрсе туй-шилĕк тăвар, Ĕçер-çиер, тăван, выляр-кулар, Мĕн виличчен пĕрле пурăнар! Никам та çук ик ĕмĕр пурнакан, Никам та çук тĕнче тыта
Кнопки закладок
Вход на сайт

Поиск
Календарь
«  Март 2024  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
Архив записей
Беседка "Татмыши"
200
Друзья сайта
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz
  • Надоела реклама,
    а может_ зарегистрироваться на нашем сайте или войти под своим логином? Для Вас могут быть важные сообщения.
    Закрыть
    Сделать бесплатный сайт с uCoz