Сувениры
Меню сайта
Я родился
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Главная » 2016 » Январь » 14 » Çĕнĕ кĕнеке ПАСАРЛĂ АЧЧА - ПАЛЛĂ ЯЛ
09:55
Çĕнĕ кĕнеке ПАСАРЛĂ АЧЧА - ПАЛЛĂ ЯЛ
                     
Чиркÿллĕ тата пасарлă ялсем мĕн авалтан чăваш хушшинче палллă ялсем шутланнă. Нурăс, Сĕмĕл, Шăмат, Ишек, Каçал ялĕсене кам пĕлмен. Вĕсем ытларах  аслă çул е юханшыв хĕррине вырнаçнă, вулăс кантурĕсем уçма кунта меллĕ пулнă. Айăпа кĕнĕ чухăн вырăссене (бобыльсене) хуласенчен хÿтере пуçласан вĕсем чи малтанах  пасарлă ялсене килсе вырнаçнă. Лавкка уçас е арман лартас тесен вĕсене хут уйăрттарма (хальхилле каласан лицензи илме) самай çăмăлтарах пулнă. Тĕрлĕ хыпар-хăнар ку ялсене маларах çитнĕ. Чиркÿ прихут шкулĕсем те çав ялсенче часрах уçăлнă, вĕреннĕ çынсем кунта йышлăрах пулнă.
Авалхи паллă ялсен шутне Канаш районĕнчи чиркÿллĕ Ачча ялне те кĕртме пулать. Вуншар та вуншар çул хушши ку тăрăхри чăвашсем «ăçтисем пулатăр.» тесе ыйтсан «Ачча пасар панчисем» тесе ăнлантарнă.
 Эппин, Кĕçĕн çавалăн сулахай çыранĕнче, Мускав-Хусан чукун çулĕ çумĕнче вырнаçнă ялăн аваллăх тымарĕ çав тери тарăн. çакна вĕрентÿ ĕçĕн ветеранĕ Я.Т.Трофимов çырнă «Истоки села Ачакасы» кĕнеке  аван çирĕплетсе парать.
Малтанах кĕнеке авторĕпе кĕскен паллаштарар. Я.Т.Трофимов 1946 çулта çак ялтах çуралнă. Икĕ аслă пĕлÿ илнĕ, Шупашкарта ялхуçалăх тата педагогика институчĕсем пĕтернĕ. 1981 çултанпа вăл ачасене биологи предметне вĕрентнĕ.  1987_2013 çулсенче шкула ертсе пынă. Ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят парса чыс тунă.
Кĕнекере ял аваллăхĕн анлă тапхăрне, вăл пуçланса кайнинчен тытăнса паянхи ĕçсем таранчченех илме тăрăшнă, халăха тĕне кĕртни, чиркÿ, дамба, пасар, сăра завочĕ, чукун çул туни, совет влаçĕ, колхозсем çирĕпленни, ялти библиотека, фельдшер пункчĕ, шкул уçăлса ĕçлени тата ытти те. Кĕнекене çавăн пекех колхоз утса тухнă çул-йĕрĕн таблици, ял картти тата сăнÿкерчĕксем (уйрăм сыпăк) кĕнĕ.
Кĕнекен чи пысăк пайĕ ялтан тухнă палллă çынсем çинчен çырнă статьясемпе очерксенчен тăрать. Чăнах та, Аччасен мăнаçланмалли чылай, мĕн чухлĕ артист, спортсмен, çар çынни, ăслăлăхпа ÿнер ĕçченĕ, тĕрлĕ шайри ертÿçĕ тухнă кунтан. Уйрăм статьясене энциклопедири евĕр «типпĕн» çырнă,
вĕсенчен хăшĕсем «очеркланса» кайнă, çавсене вара алран ямасăр вулатăн.
Кĕнекре Т.Я.Яковлев (авторăн ашшĕ) çинчен çырнă очерк пысăк вырăн йышăнать. Эпĕ ăна ксерокопи туса пĕр çыравçа патăм, çыр роман е повĕç, мĕн тери чаплă материал, пурнăç этеме мĕнле лутăрканă, анчах вăл саланман. Телейсĕр юрату та пулнă ун пурнăçĕнче, çухату та сахал мар пулнă. Харсăр чăваш виçĕ вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă, Граждан вăрçинче Чапаевпа пĕрле утлă çарта çапăçнă, Лев Троцкий сăмахĕсене Тĕрлемес станцинче çăвар карса итленĕ. Выçлăх çулĕсенче çак хастар çын Мускава çитет,  пĕр шалун çăнăх илсе тухма ăна Кремль коменданчĕ, Ачча çынни И.П.Медведев пулăшать. Пурнăçĕнче кĕвĕç тата хăравçă çынсем те тĕл пулнă, май тупса вĕсем Трахвине Социализмлă ,ĕç Геройĕн ятне партарман. Ватлăхра вăл суккăрланнă, мăшăрĕн аппăшĕ, хăйĕн çамрăклăхри юратăвĕ  килсен ăна ура сассинченех палланă, «Анна килчĕ», – тенĕ хăнана аллинчен ачашласа.
Вулакана М.Л.Левицкий паллă летчик пурнăçĕ çинчен калакан очерк та килĕшмелле. Мишша çамрăклах ĕçе кÿлĕнет, Вăрнар районĕнчи Уравăш ялĕнче шахтăра тата Вăрнарти фосфорит заводĕнче вăй хурать. çĕмĕрлере ФЗУ пĕтернĕ хыççăн ăна Балашоври пилотсен шкулне яраççĕ, кунта вăл Н.С.Хрущев ывăлăпе пĕрле вĕренет. 1941 çулта Мишша вĕçекен самолет ÿксе саланать, анчах летчиксемпе пассажирсем сывă юлаççĕ. Юратнă хĕрĕ ун патне больницăна хыпаланса пырать, июнĕн 21-мĕшĕнче вĕсем пĕрлешеççĕ, тепĕр кун вăрçă пуçланать. çав çулах кĕркунне  Хусантан Мускава вĕçнĕ чух М.Н.Левицкий Ачча  çийĕн виçĕ хут вĕçсе çаврăнать, аяла анса ял çыннисене самолет çуначĕсене тайăлтарса саламласа хăварать, сыв пулăр, ял-йышсем, манăн хаяр çапăçăва кĕрес пулать. Кĕçех вăл Мускав çывăхĕнче нимĕçсем çине «вутлă çумăр» çутарас ĕçе хастар хутшăнать. 1942 çулта И.Конев хушнипе тыткăна лекнĕ 39-мĕш çара пулăшма кайсан вăл тытса пыракан «С-4» самолета нимĕçсем прожекторсемпе «çаклатса» илсе персе антараççĕ. Аманнă летчикăн урине татаççĕ, вăл тыткăна лекет. Хавшаса çитнĕ салтака крематори кăмаки кĕтет, анчах Демблин хулине ирĕке кăлараççĕ. М.Н.Левицкие тÿпе капашсăр илĕртнĕ. Сывалсанах вăл Баку хулинче штурмансен училищи пĕтерет, каллех çапăçусене хутшăнать. Вăрçă хыççăн Курган хулинче тĕпленет. Ял çыннисем халĕ те ас тăваççĕ, вăл тăтăшах Ачча çийĕн çавăрăнса вĕсене çунат сулса саламланă. Харсăр летчик протезпа çÿренĕ пулсан та 20 çул сывлăша çĕкленнĕ, авиации историйĕнче ун пекки пулман.
Кĕнекере тĕлĕнмелли шăпасем татах та пур, А.П.Петров генерал-майор, А.А.Репьев, И.Я.Эрвуль, И.Я.Яковлев, Н.И.Яковлева тата ыттисем çинчен хывнă очерксене хумханмасăр вулама çук. «Чăвашсене тĕне кĕртни. Чиркÿ тата дамба туни», «Пасар», «Масар», «Шкул» пайсене истори докуменчĕсемпе тата ял çыннисем каласа панисемпе çыхса пуянлатнă, уйрăм кĕске статьясене ялти таврапĕлÿçĕсем пухса панă. Иртнĕ ĕмĕрĕн çирĕммĕш çулĕсем вĕçнелле Антон Калюков хурах ку тăрăхра алхасса çÿрени пирки халиччен сахал мар çырчĕç, асăннă кĕнекере кун пирки  ял çыннисем каласа пани маншăн пысăк кĕтменлăх пулчĕ.
 
Халĕ чи аяла кайнă тымара кăштах «хыпашласа» илер, хăçан пуçланса кайнă ку авалхи ял, мĕнле майпа вăл Пĕрремĕш Татмăшран Ачча пулса тăнă. Истори докуменчĕсенчен, С.Элкер. Л.Иванов тата ыттисем çырса хăварнисенчен çакă паллă, Кĕçĕн çавал хĕрринчи пулăхлă çĕрсене чи малтан финн-угор йăхĕсем килсе вырнаçнă (Катек таврашне çармăссем, Кушлавăш-Рункă тăрăхне ирçесем). «Первое упоминание об Ачакасах имеется в Писцовых книгах Свияжского уезда 1565–1567 годов, _ палăртать  Л.Иванов таврапĕлÿçĕ «Чуваши, формирование этнографических групп и подгрупп» кĕнекинче. _ В них указано, что опальному помещику И.Бессонову по указанию царя Ивана 1У (Грозного) отведены земли и покосы, которые ранее использовали «Чебоксарского уезда чуваши Кушней да Хидырба да Шизгайдан с товарищи», жившие в деревне Татмыши (так называли тогда Ачакасы)» (121 с.). Я.Трофимов ял икĕ хумпа чăмăртаннине тăрĕс палăртать, Татмăш чăвашĕсем çумне кĕçех аччасем килсе лараççĕ, ял икĕ ятлă пулса тăрать, истории докуменчĕсенче ăна «Первотатмышево Ачакасы тож» тесе палăртаççĕ. Кайран килнисем уйрăмрах çынсем пулнă пулмалла, вĕсем виръялларах калаçнă, ахальтен мар аччасене паян кунчченех «вĕриçорм» тесе витлеççĕ.
«Ачча» тенине кĕнеке авторĕ «йÿçлĕх» сăмахпа çыхăнтарать. Тĕрĕсех-ши çакă.  В.Магницкий пухса кăларнă авалхи чăваш ячĕсен кĕнекинче акă мĕн тĕл пулать, Ачак–Ачамас–Ачăрхан–Ачи–Ачинка–Ачкай–Ачкарян–Ачча–Ашер-Ашмар.  Учча_Уччи тени те çав ята тепĕр тĕрлĕ каланиех, Учаев хушаматлă çынсем чăвашпа мордва хушшинче туллиех. çавăнпа ял ячĕ ăна никĕслекенсенчен пĕрин ятĕнчен пулса кайнă теме пулать.
Мĕншĕн тата Певотатмышево. Кăна ăнлантарма çăмăл, юнашар тата темиçе Татмăш пулнă-çке. Вĕсенчен тĕппи Второтатмышево (Вăтакас Татмăш) Татмăш_Аччапа пĕр вăхăталлах Атăл хĕрринчи Шуртан вулăсĕнчи Татмăшран куçса ларнă  (хăш-пĕр таврапĕлÿçĕсен шучĕпе вăл Элĕк таврашĕнчи Татмăшран тухнă, анчах кăна В.Димитриев тĕпчевçĕ татăклăн сивлет).
Çак тăрăх пĕр хушă Татмăш çĕр округне кĕнĕ, кăна 1794 çулхи тĕп çĕрвиçев (генеральное межевание) хыççăнхи улшăнупа ăнлантарма пулать, çакна Л. Ивановăн çÿлерех асăннă  кĕнекинче те палăртнă (88 с.). Ку тăрăхри 12 яла «Татмăш тăрăхĕ» тесси çакăнтан пуçланнă теме пулать. «Пĕр таврари темиçе яла  пĕр тĕп ятпа пĕрлештерсе чĕнесси вăл Кушлавăш уйĕнче çех мар, ытти вырăнсенче те чылай пулнă... Тĕслĕхрен... Татмăш тăрăхĕнчи ялсене те ĕлĕк Пасарлă Аччи-мĕнĕпелех «Татмăш» ятпа çыхса чĕннĕ». (С.Элкер. «Кушлавăш уйĕ»).
Халăх поэчĕ çÿлерех  асăннă очеркра (ăна «Хурапа шурă» кĕнекере тупса вулама пулать) ялсем куçса ларасси хумăн-хумăн пынине, тăванлă ялсем йĕкĕрешсем пек пĕр-пĕрин хыççăн çÿренине, «юттисем» пырса ларса пуху пуçтарса хыт кăшкăракансем çĕнтернипе ялсен ятне улăштарнине аван кăтартса панă. Анчах вăл каланинче хирĕçÿлĕх те пур, автор ялсене ытла та «çамрăклатса» кăтартать. Ку çĕрсене чăвашсем Хаяр Иван Хусана иличченех килсе вырнаçни халĕ никама та иккĕлентермест, çакна Я. Трофимов та хăйĕн кĕнекинче уçăмлăн ăнлантарать.
Асăннă кĕнекере вырăнти ятсене салатса пуçтарни пит ăнăçлах пулманнине те палăртмалла, «Ачча» сăмаха вăл «йÿçлĕх» тесе ăнлантарать, «Поршиле» – «пĕр кил», «Чинквар» _ «Чинк-чăрăш», «Хасар çырми» _ «ху çар çырми» иккен. Юлашки ячĕ Хаяр Иван çарĕсем килсен халăх хĕпĕртесе çапла кăшкăрнинчен пулса кайнă пулать. Истори халапĕсене пур чухне те ĕненме çук çав. Вĕсем тĕрĕс пулсан Хусана каякан вырăс çарĕсем пĕтĕм чăваш çĕрĕпе «çапкаланса» çÿренĕ.
В. Магницкин çÿлерех асăннă кĕнекине каллех уçар-ха, унта Хасар, Чинквар (Чыхвар) ятсем тĕл пулаççĕ. Апла вĕсем автор асăнакан Якуркка çырми, Тарье тăвайкки, Марье кукри, Тимахви пырĕ тата ыттисемпе пĕр шайра.
Кĕнекене вуланăçемĕн ăна автор тăван тăрăхне чунтан юратса çырнине туйса тăратăн. Шкулта усă курмалли мĕн тери паха материал. Шел, пур шкулта та аваллăха Я.Трофимов пек хаклама пĕлмеççĕ çав. Сăмахран юнашарти Вăтакас Татмăш шкулĕнче вуншар çул пуçтарса пынă питĕ паха фотоальбомсене (ку ĕçе В.П.Смирнов учитель туса пынă) юсав ĕçĕсем хыççăн урама кăларса ывăтрĕç. Ку шкула  кĕрсе çаврăнса тух – коридорĕсем çуталса тăраççĕ, анчах ниçта пĕр чăваш сăмахĕ тупаймастăн. «Аваллăх пире кирлĕ мар, истори пирĕнтен пуçланчĕ», _ тесшĕн-ши.
Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет, çак паха кĕнекене пит сахал тиражпа кăларнă, вак-тĕвек шăйрăксене тÿрлетсе ăна тепре çапса кăларсан аван пулĕччĕ.
                                   
 В. АЛЕКСИН

 
Просмотров: 264 | Добавил: Инициатор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Кнопки закладок
Вход на сайт

Поиск
Календарь
«  Январь 2016  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031
Архив записей
Беседка "Татмыши"
200
Друзья сайта
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz
  • Надоела реклама,
    а может_ зарегистрироваться на нашем сайте или войти под своим логином? Для Вас могут быть важные сообщения.
    Закрыть