Сувениры
Меню сайта
Я родился
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Главная » 2013 » Май » 19 » Çимĕк
19:54
Çимĕк

Çимĕк — чăваш йăли-йĕрки шутне кĕрекен уяв.
Çимĕке акана иртерех пĕтерсессĕн, вырăс çимĕкĕ умĕнхи кĕçнерникун тăваççĕ. Акана часах пĕтермесессĕн, вырăс çимĕкĕ хыççăнхи кĕçнерникун тăваççĕ.
Çимĕк умĕн кĕçнерникун ирех икерчĕ пĕçереççĕ. Пĕрремĕш икерчипе хуçа арăмĕ алăк патне чашăксăр, çуртасăр, ахаль анчах, вилнĕ çынсене асăнать. Унтан икерчине çемйипе ларса çиеççĕ. Сăра тунă чух та, ăсли ĕлкерсен, ăслине малтан вилнĕ çынсене асăнса лартаççĕ, унтан хăйсем ĕçеççĕ. Сăра сĕрнĕ чух та çаплах тăваççĕ. Кăнтăрла сулăнса каç енне кайсан, кашни килтех хăйсен çемйисемпе мăнкунти пекех çуртасем çутса, сĕтел лартса асăнаççĕ. Пĕр-пĕр килĕрен уйрăлса тухнисем малтан тĕп киле кайса кунта вилнĕ çынсене асăнаççĕ. Каçхи апат тĕлĕнче кашни килĕрен икшерĕн, виçшерĕн лаша кӳлсе урапа çинее, тăрантас пуррисем тăрантас çине минтерсем хурса ларса, лаханпа сăра, эрех илсе масар çине каяççĕ. Масар çинче ăратни-ăратнипе хăйсен тăванĕсен вилтăприсем çине пырса асăнаççĕ. Кашни ăратне хăйсен çыннисене масар çинче пĕр çĕрелле пытараççĕ, çавăнпа та çимĕкре кашни ăратнех уйрăмăн пуçтарăнса асăнаççĕ. Апат-çимĕçе çĕре хурса асăнаççĕ, çимĕçпе пĕрле симĕс сухан, эрехпе сăрине тăкса хăвараççĕ. Кашни татса пăрахмассерен вилнĕ çынсене асăнса: «çавăн умĕнче пултăр, эпир асăнатпăр, эсир ан асăнăр, сĕт-кӳлĕ пултăр умăнта», теççĕ. Вара ăратнипе ларса ĕçсе çиеççĕ. Çĕрле пулас умĕн килĕсене таврăнаççĕ.
Масар çине çимĕке кайса, вилнĕ çынсене асăнса ĕçсе-çисе юрламасан, ташламасан, вăл выртнă чухне те хурланса выртать, теççĕ. [тӳрлет] Çимĕксем

Çимĕк темиçе те пулать: Микон кун çимĕкĕ (çу уйăхĕн 9-мĕшĕ). Хорăç-ту çимĕкĕ. Явăш кун çимĕкĕ (вырăс çимĕкĕччен виçĕ кун маларах). Тройски кун çимĕкĕ. Кĕçĕн çимĕк – вырăс çимĕкĕ хыççăнхи кĕçнерникун. Мăн çимĕк – вырăс çимĕкĕ умĕнхи кĕçнерникун.

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал.
Просмотров: 504 | Добавил: Инициатор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Кнопки закладок
Вход на сайт

Поиск
Календарь
«  Май 2013  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
Архив записей
Беседка "Татмыши"
200
Друзья сайта
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz
  • Надоела реклама,
    а может_ зарегистрироваться на нашем сайте или войти под своим логином? Для Вас могут быть важные сообщения.
    Закрыть