Сувениры
Меню сайта
Я родился
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Главная » 2013 » Май » 20 » ЛĂПКĂЛĂХ СӳРЁКЛЁХ МАР
15:02
ЛĂПКĂЛĂХ СӳРЁКЛЁХ МАР
 
 
 
Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» издательствора «Пурнăç таппи» ятпала сăвăсен пуххи пичетленсе тухрĕ. Ун авторĕ – пирĕн хаçатăн штара тăман корреспонденчĕ Михаил Васильев. Йăлмачча ялĕнче пурăнакан Михаил Васильев сăввисене вулама тытăнсан, темшĕн-çке, асаилӳ ăшă варкăшĕ килсе çапнине туйса илтĕм. Тахçан вуланă пек туйăнать ку йĕркесене. Чим-ха, чим, Пукăртанти Нил Скворцов сăввисем çапла тӳрех ярса илекен марччĕ-и-ха. Чăнах та, çак икĕ авторăн пĕрпеклĕх сахал мар (тимлесе тишкĕрсен – уйрăмах та!). Иккĕшĕ те пурнăçран илнĕ кĕвĕсемпе тĕссене кăмăллаççĕ. Вăхăтсăр çĕре кĕнĕ Нил Скворцова тăван тавралăхăн, тăван ял-йышăн паянхипе аваллăхĕ хавхалантаратчĕ, шухăшлаттаратчĕ, пăшăрхантаратчĕ. Михаил Васильев та çакна тĕпе хурать. Нил Скворцовăн çын хыççăн каясси çукчĕ, хăйĕн чĕринчи хĕлĕхсене карăнтарма пĕлетчĕ вăл. Михаил Васильев сăввисене вуланă хыççăн та çакăн пек пĕтĕмлетӳ тăвас килет. Пурнăç йĕрки этемĕн пĕтĕм чун-чĕрине, шухăшлавне ярса илет. Ку паллă япала. Ял çынни, самахран, йывăр ĕçре вăхăтне ирттернĕ май, пурнăçа тӳлеккĕн сăнама хăнăхать. Тем пирки те пăтранса шухăшласси, унта та кунта пĕрпеклĕхсемпе уйрăмлăхсем шырасси, ăна та кăна ĕлкĕреймерĕм тесе кулянасси çук унăн. Пурнăç хăйĕннех илет. Çакна вăл лайăх пĕлет. Çакнашкал лăпкăлăх Михаил Васильев сăввисен тĕп палли тесе калас килет ман. Пĕр шутласан, пурнăç илемĕпе киленме пире нумай та кирлĕ мар. Анчах автора лăпкăлăх сӳрĕклĕх енне турмасть. Кукăр алăллă çынсене, эрех пичкисене, усал сăмах саракансене питленĕ чух вăл çийĕнчех «хаярланса» каять. Паллах, çак кĕнекене пĕр çулта çырман. Вăй питти чухне те, ватăлса тивĕçлĕ канăва тухсан та Михаил Васильев хутпа кăранташ тытнă, сăвăсем шăрçаланă. Эппин, «çырнисен пуххи» е «суйласа илнисем» теме те пулать çак пысăках мар кĕнекене. Михаил Васильевăн хăйĕн утса тухнă кун-çулне шухăшпа виçес туртăм та пур. Çамрăклăхпа ватлăх, аслă ăрури çынсен пурнăçĕ çинчен шухăшлани ку кĕнекере самай пысăк вырăн йышăнать. Тăван Йăлмачча аваллăхне тишкерсе вăл уйрăм кĕнеке те çырса кăларнăччĕ. Мĕн чухлĕ паха йĕркесем хывăнса юлнă унта! Ку кĕнекене республикипех пĕлеççĕ, чылай таврапĕлӳçĕ ăна ырăпа палăртать.
В. АЛЕКСИН
 
Просмотров: 644 | Добавил: Инициатор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Кнопки закладок
Вход на сайт

Поиск
Календарь
«  Май 2013  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
Архив записей
Беседка "Татмыши"
200
Друзья сайта
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz
  • Надоела реклама,
    а может_ зарегистрироваться на нашем сайте или войти под своим логином? Для Вас могут быть важные сообщения.
    Закрыть