Сувениры
Меню сайта
Я родился
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Главная » 2014 » Январь » 9 » ПУРНĂÇА ЮРАТСА
22:14
ПУРНĂÇА ЮРАТСА
ПУРНĂÇА   ЮРАТСА (Балладăна «Сталин ывăлне хăтарма кайсан» очерка тĕпе хурса çырнă)

Кашни çынна Турă пӳрнĕ  Шăпа:
Кама – хурланма, кама – савăнма.çĕнсе вилĕме сунми вăй-халпа
Пурнăçа юратса пурăнма, çапла ман пуçланчĕ  сăмахан çăмхи,
Тепри, тем, калĕ: «Ну, кун юмаххи!»

Каласшăн сире эп чăн-чăн пулнине,
Мĕтри мучи вутран тухнине.
Вун сакăр çулхи çамрăка
Ят тухнă кайма салтака.

Ыр-сывă киле таврансамччĕ  тесе
Ăсатнă ял-йыш пиллесе.
Шăп икĕ çултан таврăнас кунхине
Кисретнĕ  тăшман вăрçăпа тĕнчене.

Мĕтри мучие Ленинград çывăхне
Сирме хушса янă тăшман ункине.
Йывăр задани кĕтет мучие:
Çич çĕр çитмĕл десантникпеле.

Хула хĕрринчи концлагерьтен
Сталин ывăлне хăтарса килмелле.
Хушу пулнă çирăп: аван апатлан,
Тăвар çеç тултарăр май килнĕ таран.

Çапла ăсатаççĕ  тăшманăн тылне,
Кирек мĕн пулсан та- ан ман хушнине.
Анчах тĕлăрмест-çке хăрушă тăшман.
Чакнă вăй, салтаксем сывлăшран анайман.

Шурлăх хĕринче пуçланать çапăçу,
Тӳснĕ десант сахал мар çухату.
Тăшман ыватан хаяр бомбăсем
Шурлăха уксен те çуралайман.

Вĕри чун-чĕреллă маттур салтаксем
Нихăçан, никама парăнман.
Тăшман ункинчен вилĕме çĕнтерсе.
Чĕрех юлнисем шунă тыл енне.

Ним çукран вил лаша какайне çисе
Улталанă салтак хырăмне.
Вутă чĕртмешкĕн майĕ  пулман,
Тĕтĕм тухсассăн сисĕ тăшман.

Парăнас килменрен, пурăнас килнĕрен
Хăтăлнă мучи пĕр-пĕччен вилĕмрен.
Сталин ывăлне çăлма кайнисем
Чĕрĕ юласса никам ĕненмен.
Çич çĕр çитмĕлĕн пĕтнĕ  тесе
Янă çыру ашшĕ-амашĕ патне.

Госпитальте мучи пулнă чухçитнĕ хыпар Татмăша: «Мĕтри Тимофеев çамрăклах хунă пуçне паттăрла».
Асăнмашкăн шăп хĕрĕх кунне
Ларсассăн сăтел хушшине
Кĕнĕ те тăнă яш каччă пӳрте
Так-так тутарса костыльпе.

Мĕтри мучи пĕр утăм чакман,
Вилĕмсĕр Улăп пек пулнă ялан.
Салтакăн ятне нихăсан вăл яман,
Чăн-чăнах вăт чăваш Аптраман.
Николай ГРИГОРЬЕВ, Канаш районĕ, Вăтакас Татмăш вăтам шкулĕ.
Просмотров: 507 | Добавил: Инициатор | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Кнопки закладок
Вход на сайт

Поиск
Календарь
«  Январь 2014  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031
Архив записей
Беседка "Татмыши"
200
Друзья сайта
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz
  • Надоела реклама,
    а может_ зарегистрироваться на нашем сайте или войти под своим логином? Для Вас могут быть важные сообщения.
    Закрыть