Сувениры
Меню сайта
Я родился
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Главная » Статьи » Публикации в СМИ [ Добавить статью ]

Ачаран ĕçре пиçхĕнĕ

Ачаран ĕçре пиçĕхнĕ.

  Пукăртан ялĕнче пурăнакан Р.Иванова Татмăш тăрăхĕнче кăна мар, районта та пит лайăх пĕлеççĕ. Республикăра та унăн ячĕ час-час илтĕннĕ. Руслан Геннадьевич çак хисепе механизаторта ĕçлесе çĕнсе илнĕ. Токарь ĕçĕ те уншăн çывăх пулнă. Иртнĕ вăхăтри паллă кунсене аса илмелли пайтах унăн. Ача çулĕсенчех техника патне туртăннă. Вăтакас Татмăш шкулĕнче кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне çуллахи каникулсенче колхозăн пахча çимĕç йăранĕсене çум курăкран тасатнă, лашапа утă-улăм турттарнă. Ÿсерехпе ашшĕпе пĕрле машинăпа техника паркне комбайн юсама çÿренĕ. Вырма вăхăтĕнче унăн штурвалне тытса пыма хăнăхнă. Тырă пуссинче карăк сассине, тÿпери тăри юррине итлеме, тинĕс пек хумханса ларакан сарă тулă пуссине пăхса ларма, тăван тавралăх илемĕпе киленме юратнă. 1971 çулта 10 класс пĕтерсен тăван колхоза ĕçлеме юлнă. Ĕççи вăхăтĕнче Руслана "уй-хир карапĕ" шанса панă. Ĕççи вĕçленсен токаре вĕренес тĕллевпе Шупашкара кайнă. Унтан токарь-универсал дипломĕпе таврăннă. Хуçалăхра механизаторсем çитменнине кура вăл çулла комбайнпа тырă вырнă, хĕлле трактор çине ларнă. Хушнă ĕçе тĕплĕ туса пынăшăн Р.Иванова кăкăр çине çакмалли "Пилĕк çуллăхăн çамрăк гвардеецĕ" паллăпа чысланă. Часах Тăван çĕршыва хÿтĕлемелли вăхăт та çитнĕ. Икĕ çултан пĕр хушă Шупашкарти машинăсем тăвакан заводра слесарьте вăй хунă. Анчах та вăл чунĕпе ялтах пулнă. Тĕлĕкре вара хурçă карап штурвалĕ умĕнче ларнă, тăван уй-хир ăна хăйĕн ытамне чĕннĕ. Руслан каллех "Мир" колхозăн хастар механизаторĕсен ретне тăнă. Шаннă техникăна тирпейлĕ те юсавлă тытнă. Унăн агрегачĕ правлени панă ĕçе пурнăçлама яланах хатĕр пулнă. 1976 çулта пысăк çитĕнÿсемшĕн вĕри чĕреллĕ çамрăка "Хисеп палли" орденпа наградăланă. Руслан Геннадьевича Пĕтĕм Союзри комсомол комитечĕн 18-мĕш съездне кайма делегата суйланă (1978). Кремльте асăнмалăх сăн ÿкерттернĕ, съезд уçăлсан ентешĕсем патне саламлă телеграмма янă. Руслана çамрăксемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнине кура колхозри комсомол организацине ертсе пыма шаннă. 1978 çулта район совечĕн, 2001 çулта район депутачĕсен Пухăвĕн депутатне суйланă. Уй-хир ĕçĕсенчен пушансан токарьте тăрăшнă, пĕр вăхăт мастерской заведующийĕнче те тимленĕ. Руслан Геннадьевич сăвăсем çырма ухута. Чунри хавхаланăвне, туйăмне хут çине куçарать. Ял историйĕпе интересленет. Республикăн паллă журналисчĕпе В.Алексинпа пĕрле "Хамăр ялсем пуçтарăнсан" ятпа кĕнеке пуçтарса кун çути кăтартрĕç. Майăн 3-мĕшĕнче Р.Г. Иванов çут тĕнчене килнĕренпе 60 çул çитрĕ. Сумлă юбилей ячĕпе ентешĕсем, тăванĕсем, тус-юлташĕсем хĕ-рÿллĕн саламларĕç, пурнăçăн тумхахлă та анлă çулĕпе йывăрлăхсене çĕнтерсе çирĕппĕн утса пыма çирĕп сывлăх, çăлкуç пек тапса тăракан иксĕлми вăй-хал сунчĕç.

М.ВАСИЛЬЕВ.

«Канаш ен» хаçат.

Категория: Публикации в СМИ | Добавил: Инициатор (13.05.2014) | Автор: М.Васильев
Просмотров: 467 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Кнопки закладок
Вход на сайт

Поиск
Беседка "Татмыши"
200
Друзья сайта
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz
  • Надоела реклама,
    а может_ зарегистрироваться на нашем сайте или войти под своим логином? Для Вас могут быть важные сообщения.
    Закрыть