Сувениры
Меню сайта
Я родился
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Главная » Статьи » Публикации в СМИ [ Добавить статью ]

Асăмри Таçук
Асăмри Таçук
11 Aug, 2014 | Культура

Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен вĕçĕнче эпĕ Октябрьски районĕнчи Шанарпуç шкулĕнче вĕренеттĕм. Çав çулсенче пирĕн ялта, Çĕнĕ Куснарта, библиотека ĕçлетчĕ. Унăн ертÿçи Зинаида Алексеева çамрăксене пуçтарса концертсемпе спектакльсем лартатчĕ. Тăван сăмахлăха вăл чунтан кăмăллатчĕ.

Пĕррехинче вăл мана тĕл пулчĕ те: «Эсĕ мĕншĕн вырăс классикĕсен кĕнекисене кăна илетĕн? Чăваш çыравçисем те селĕм çыраççĕ», - тесе ÿпкелесе илчĕ. Эпĕ вара Степан Асланăн «Ахрат», Ильпек Микулайĕн «Хура çăкăр», Хĕветĕр Уярăн «Шурча таврашĕнче», Василий Краснов-Аслин «Вутра», Никифор Мраньккан «Ĕмĕр сакки сарлака» романĕсене краççын лампи çутинче вуласа тухрăм. Çак кĕнекесем иртнĕ пурнăçа куç умне кăларса тăратрĕç. Тепрехинче ман алла «Капкăн» журнал лекрĕ. Кулăшла ÿкерчĕксемпе паллашрăм малтанах. Страницăсене уçкаланă май Трофим Иванов-Таçук сăввисен ярăмĕ мана «çатăрласах» тытрĕ:

Çĕнĕ çурта ячĕç хута...
Ордер текен хаклă хута
Алла илсен Куçма хăта
Ире кĕтмесĕр, çĕр хута
Хăпарчĕ иккĕмĕш хута...

Пăх та кур, мĕнлерех çавăрттарать! Чăтаймарăм, журнала киле парса яма ыйтрăм. Пÿрте кĕнĕ-кĕменех сĕтел хушшине лартăм та сасăпа вулама тапратрăм:

Тăхлачпала хăта хаваслă:
Çĕнĕ хваттер кантур пек аслă.
Тавра çап-çутă – сăр та лак,
Шап-шур, сип-симĕс, кăн-кăвак.
Урайĕ тикĕс, тап-таса,
Хуратас килмĕ таптаса...

Çыравçă никамран та шикленсе тăмасть: хыт кукарсене, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхекенсене çунтарать кăна. Уссăр вырăн йышăнса ларакан завод директорне те, колхоз ертÿçине те шеллемест. Пурнăçра йăпăлтисем, сăмакунçăсем, карьеристсем, вăрă-хурах, тĕрлĕ йăх-ях сахал мар. Çыравçă вĕсене сатира çулăмĕпе ĕнтет те ĕнтет. Ача пулнă-ха ун чухне, анчах пире пурнăç асăрхану пирки аса илтерсех тăратчĕ: çиле хирĕç ан сур тени хăлхана аван кĕрсе вырнаçнă. Пытармастăп: авторăн хăюлăхĕ мана тĕлентермеллипех тĕлĕнтернĕччĕ.

Шкул пĕтерсен эпĕ Шупашкарти 1-мĕш техучилищĕне вĕренме кĕтĕм. Пушă вăхăт тупăнсан Чăваш Писателĕсен союзне кĕркелесе тухаттăм. Пĕррехинче союз председателĕ Александр Алка мана хăйĕн пÿлĕмне чĕнсе кĕртрĕ, Мария Ухсай çыравçăпа паллаштарчĕ. «Кăра çилсен» авторĕ ялти кÿршĕ-аршă мĕнле пурăнни çинчен ыйтса пĕлчĕ. Вăл та Карачри шкулта вĕреннĕ-çке, пирĕн ялсене лайăх пĕлет. Кăтрарах хуп-хура çÿçлĕ, çирĕп сасăпа кăмăллăн калаçакан хĕрарăм эпĕ республикăри хаçат-журнала çырса тăнипе интересленчĕ, хăй «Капкăн» журнал редколлегийĕнче тăнине пĕлтерчĕ. Çак журналта çамрăк авторсен сăвви-калавĕ час-часах тухать иккен. Ентеш-çыравçă «Капкăна» çырса тăма тата çырăнса илме сĕнчĕ.

«Капкăнçăсен» хушшинче ун чухне сумлă çыравçăсене - Леонид Агакова, Аркадий Ĕçхĕле, Хĕветĕр Уяра тата ыттисене курма пулатчĕ. Ялти корреспондентсем йышлăччĕ: Матви Сакмаров, Георгий Янгай, Василий Веселов, Никон Пушкин тата ыттисем. Трофим Иванов-Таçук ун чухне редакцие тин кăна ĕçлеме вырнаçнăччĕ, республикăри колхоз-совхозсене тухса çÿретчĕ, завод-фабрикăсенче пулатчĕ. Çитменлĕх ун чухне те чылай пулнă, çавсене сатира шăпăрĕпе шăлса тасатасси ун тивĕçĕччĕ.

Кăшт вăхăт иртсен Трофим Ивановичпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Эп ун чухне Шупашкартах пурăнаттăм, «Пионер сасси» хаçатпа çыхăну тытаттăм. Редакцире Валентин Палинов, Василий Петров, Вениамин Тимаков тата ыттисем ĕçлетчĕç. Вĕсем çамрăк корреспондентсене усăллă канашсем парса хавхалантаратчĕç. Эпĕ ытларах Вениамин Тимаковпа хутшăнма тăрăшаттăм. Вăл ытлашши сăмах ваклама юратмастчĕ, сăвăланă йĕркесене çивĕччĕн ăнланатчĕ, хăш чухне хĕрÿленсе кайса тавлашăва кĕме пултаратчĕ.

Пичет çурчĕ ун чухне Володарски урамĕнчи 5-мĕш çуртра вырнаçнăччĕ, пĕрремĕш хутра типографи кунĕн-çĕрĕн кĕрлетчĕ. Çак çурт мана вĕллене аса илтеретчĕ. Шкул ачисемпе çамрăксем анчах мар, шур çÿçлĕ мучисем кунта килсе çÿренине ас тăватăп. Нил Амурцев çыравçăн арăмĕ вахтерта ĕçлетчĕ. Калаçма юратаканскерччĕ хăй, анчах ахаль сулланса çÿрекенсене, уйрăмах хĕрĕнкĕ çыравçăсене, хÿтерсе яма та пултаратчĕ.

Пĕррехинче Вениамин Тимаков çыравçăпа хула урамĕпе пыратпăр. Пире хирĕç пĕр çын васкамасăр хăпарать. Унпа тĕл пулакансем сывлăх сунса иртеççĕ. Сарлака кĕлеткеллĕ хăй, вăтам çулсенче пулас. Пире алă панă май сăвăлла саламларĕ:

«Капкăнри» Таçук,
Ман пекки халь çук...

Çапла пуçланчĕ çыравçăпа паллашса çывăхланасси. Аслă юлташа хамăн пурнăç çинчен йăлтах каласа патăм. Пĕчĕкрен тăлăх ÿсни, шăллăм шыва кайса вилни, анне вăхăтсăр çĕре кĕни пирки пĕлтертĕм. Районти тата республикăри хаçатсене çырса тăни, малашне аслă шкула кĕме хатĕрленни çинчен те хыпарларăм. Ун хыççăн вăл та хăйĕн пурнăçĕ пирки каласа пачĕ. Канаш районĕнчи Пукăртан ялĕнче çуралнă иккен Таçук, Çĕнĕ Аччари колхоз çамрăкĕсен шкулне пĕтернĕ. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннă. Каярахпа ялти «Динамо» колхозра председатель пулнă, районти культура çуртĕнче, Йĕпреçри вăрман хуçалăхĕнче, районти «Коммунизмшăн» хаçатра вăй хунă. «Капкăн» журнала куçсан çемйине Атăл тепĕр енчи Сосновка поселокне вырнаçтарнă. «Çул çÿресех вăхăт иртет, редакци ĕçĕ вăя илет, сăвăпа ларма вăхăт çитми пулчĕ, - ÿпкелешсе илетчĕ вăл. - Çак тарана çитсе те «Тал пиçен» кĕнеке кăна кăларма ĕлкĕртĕм, халĕ «Хĕлĕх алапа» ларатăп-ха».

«Динамо» колхозра председательте ĕçленĕ чухне Таçука милици таврашĕ хытах хĕстерме пуçланă иккен, тырă çухалнă тесе суя документсем хатĕрленĕ, Пукăртан ялĕнче пурăнакан куштанрах çынсем çав пÿтсĕр хут айне савăнсах алă пусса панă. Кун пирки чĕрине ыраттарса каласа паратчĕ çыравçă. Çакăн хыççăн вăл ялтан тухса кайма тĕллев тытнă.

Трофим Иванович нумай çынпа туслă пулнă, çыру çÿретнĕ. Пичет çуртĕнче ун патне час-часах «Коммунизм ялавĕнче» ĕçлекен Михаил Юрьев тата Павел Иванов кĕрсе тухатчĕç, Николай Яковлев художник унăн пÿлĕмĕнчен тухма пĕлмен. Иван Малкай сăвăç пулăран таврăннă чухне ал лаппи пек çупахсем парса хăварнине курнăччĕ тата.

Таçук çартан таврăнсан Пушкăртстанри Авăркас районĕнче хаçатра ĕçлесе пурăнакан Виталий Григорьев-Енĕшпе уйрăмах çывăх пулнă. Ун сăввисем Таçук пулăшнипе «Капкăнра» тăтăшах тухатчĕç. Каярахпа Трофим Иванович пултаруллă çамрăка журнал редакцине чĕнсе илнĕ. Тата çакна лайăх ас тăватăп: Таçука Николай Теветкел, Савватий Михайлов, Василий Самойлов çыравçăсем уйрăмах хисеплетчĕç, вĕсене те паллă капкăнçă чылай пулăшнă.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче Çĕпĕре ĕçлеме тухса кайрăм, çавăнтан пирĕн çыхăну татăлчĕ. Паллă çыравçă вилни пирки эпĕ темиçе çул иртсен тин пĕлтĕм.

Станислав КУСНАР.

Куславкка районĕ

 

Станислав КУСНАР

Источник: http://hypar.ru/cv/asamri-tacuk

Дополнительные сведения: http://www.bogurdany.ucoz.ru/video/vip/26/myvideo/tazjuk_ivanov_trofim_ivanovich

Категория: Публикации в СМИ | Добавил: Инициатор (14.08.2014) | Автор: Валерий Алексеев
Просмотров: 186 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Кнопки закладок
Вход на сайт

Поиск
Беседка "Татмыши"
200
Друзья сайта
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz
  • Надоела реклама,
    а может_ зарегистрироваться на нашем сайте или войти под своим логином? Для Вас могут быть важные сообщения.
    Закрыть