Сувениры
Меню сайта
Я родился
Статистика

Онлайн всего: 3
Гостей: 3
Пользователей: 0
Главная » Статьи » Публикации в СМИ [ Добавить статью ]

Чăваш Китайра та чăвашах

Канаш районĕнчи "Нон-стоп" дуэт çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать. Тин кăна "Чăваш ахах-мерченĕ" конкурсра мала тухнăччĕ, Пĕтĕм тĕнчери "Чунга-чанга" фестивальте çĕн-тернĕччĕ, акă Китайра та пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Ара, ячĕ хăех ушкăн шăпине уçса парать тейĕн.

- Дуэт ятне хамăрах тупрăмăр. "Нон-стоп" мĕн пуррипе лăпланса лармалла маррине, яланах малалла, çĕнтерÿ патне ăнтăлмаллине пĕлтерет, - 2011 çулта йĕркеленнĕ ушкăн вăрттăнлăхне уçса пачĕ маттур хĕрсенчен пĕри Юля.

Кристина Александровăпа Юлия Петрова Канашри 5-мĕш шкулта вĕренеççĕ. Иккĕшĕ те ача садĕнченех юрлаççĕ. Халĕ вара Наталия Демина музыка вĕрентекенĕ патĕнче ăсталăх илекенскерсем тĕнче шайĕнчи конкурссенче те мала тухаççĕ.

"Пĕчĕк кăвакал чĕпписен ташши" фестиваль лауреачĕсем Китайра 11 кун ирттерчĕç. Пекин йĕркелÿ комитечĕн Пĕтĕм тĕнчери лагерьне пултаруллă ачасем 23 çĕр-шывран пуçтарăннă. Кашниех хăйĕн халăхĕн пултарулăхĕпе тĕлĕнтерме ăнтăлнă. Пирĕн çĕр-шывран унта хутшăнма тивĕçнисем: Раççей радиовĕпе телевиденийĕн Ачасен пысăк хорĕ ?Мускав%, Чăваш Енри "Нон-стоп" дуэт, Миасри Александра Лузина тата Мускаври Китай чĕлхипе культурине вĕрентекен Центра çÿрекенсем. Ачасем ăсталăх класĕсене, экскурсисене, спорт мероприятийĕсене хутшăнчĕç, лавккасене çитсе курчĕç, тĕрлĕ çĕр-шыври тантăшĕсемпе сăмахларĕç тата, паллах, сцена çинче юрларĕç.

Фестивале уçнă чухне Раççейпе паллаштараканни Кристина Александрова пулчĕ. Çапларах маттур пирĕн чăваш хĕрĕсем. Яваплăха яланах хăйсем çине илме хатĕр. "Нон-стоп" ушкăн акăлчанла-чăвашла попуррипе куракансен кăмăлне çĕклерĕ, тĕнче хутшăнакан чĕлхепе тан тăван чĕлхене янăраттарчĕ.

- Китай çыннисем питĕ ăшă кăмăллă. Акăлчанла та аванах калаçаççĕ. Пĕррехинче пурçăн сутакан пасара кайса куртăмăр. Унта сутуçăсем пирĕнпе вырăслах калаçрĕç, - тĕлĕнет Юля. - Ирсерен китай чĕлхине вĕренме кружока çÿрерĕмĕр, тĕрлĕрен хатĕр ăсталама вĕрентĕмĕр, ÿкерчĕксем турăмăр. Пушă вăхăтра вара ытти çĕр-шывран килнĕ ачасемпе баскетболла е футболла выляттăмăр.

Кристина та фестиваль хыççăнхи кăмăл-туйăмне савăнсах уçса пачĕ:

- Мана Китай тата ытти çĕр-шыв культурипе паллашма питĕ кăмăллă пулчĕ. Эпир тĕрлĕ музея, зоопарка тата чей мешехине çитсе куртăмăр! Пурçăн кăларакан фабрикăра пире императорпа унăн арăмĕн тумĕсене кăтартрĕç, вĕсене хатĕрлеме виçĕ çула яхăн кирлĕ иккен. Çавăн пекех пурçăн тăвас ĕçпе те паллаштарчĕç пире. Çакна курнине ĕмĕрне те манмăпăр.

Китайăн Аслă стени вара хĕр ачасене уйрăмах килĕшнĕ. Йĕри-тавра мĕн тери илемлĕ тата! Çав асамлă тавралăх тыткăнне кĕрсе ÿкнĕскерсене хитрелĕхе сăнама чăтма çук шăрăх та чăрмантарайман.

- Аннене пысăк тав. Вăл музыка вĕрентекенĕ пулса ĕçленĕ май мана пĕчĕк чухнех юрăпа туслаштарчĕ. Тата, паллах, хамăн вĕрентекенĕме Наталья Евгеньевна Деминăна тав. Шăпах ăна пула эпир çак фестивале çитсе куртăмăр, - тет Кристина савăнăçлăн.

Хĕр ачасемшĕн юлташĕсем те хĕпĕртеççĕ, яланах хавхалантараççĕ: ырă сăмахпа кăмăла çĕклеççĕ. Ушкăнра ăнлану пулмасан вăл çитĕнÿ тăвĕ-ши вара/ Юльăпа Кристина килĕштерсех ĕçлеççĕ. Виççĕмĕш класранпа туслă вĕсем. Хуть те хăçан та пĕр-пĕрне кирлĕ сĕнÿ пама, йывăр лару-тăрăва лексен пулăшма хатĕр. Пĕр-пĕриншĕн аппăшĕпе йăмăкĕ пекех, чи çывăх юлташсем.

Акă çапларах вĕсем, "Нон-стоп" дуэт хĕрĕсем, чăваш ялавне Китай çĕрĕ çинче вĕлкĕштернĕскерсем, Раççей чысне пĕтĕм тĕнче шайĕнче хÿтĕленĕскерсем. Юльăпа Кристинăна малашне те ăнăçу сунар! Вĕсенчен тĕслĕх илсе хамăр та тăрăшуллăрах пулар.

Лариса ПЕТРОВА

Источник: http://hypar.ru/cv/chavash-kitayra-ta-chavashah

Категория: Публикации в СМИ | Добавил: Инициатор (07.08.2014) | Автор: Газета "Хыпар" 07 авг. 2014г.
Просмотров: 156 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Кнопки закладок
Вход на сайт

Поиск
Беседка "Татмыши"
200
Друзья сайта
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz
  • Надоела реклама,
    а может_ зарегистрироваться на нашем сайте или войти под своим логином? Для Вас могут быть важные сообщения.
    Закрыть