Сувениры
Меню сайта
Я родился
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Главная » Статьи » Уголок литетратора Алексеева В.Н. » Патриотические публикации [ Добавить статью ]

Яков Агаков - çыравçăн ашшĕ.
 
Чăваш халăх çыравçин Л.Я. Агаковĕн пултарулăхне литературоведсем халиччен урлă та пирлĕ тĕпченĕ темелле. Анчах унăн йăх тымарĕ пирки çур сăмахпа асăннине те тупаймăн. Канаш районĕнчи Пукăртан ялĕнче пурăнакан Руслан Иванов тарапĕлӳçĕ çыравçăн ашшĕ Яков Ананьевич Агаков пирки асаилӳсемпе çырусем, сăнӳкерчĕксем пуçтарса пырать.
- Я.А. Агаков хамăр республикăри тата Горький облаçĕнчи шкулсенче 55 çул ĕçленĕ,- каласа парать Руслан Геннадьевич.- Çакна эпир ватă учитель асаилĕвне вуласа пĕлтĕмĕр. Паянхи куçпа пăхсан, ку – питĕ паха документ. Ăна Я.А. Агаков 1960 çулта Канаш районĕнчи Вăтакас Татмăшри шкула М.А. Андреев учитель ыйтнипе ярса панă. Яков Ананьевич кунти пуçламăш шкулта Хусанти учительсем хатĕрлекен семинарире экстерн йĕркипе экзамен тытнă хыççăн 1911-мĕш çулта ĕçлеме тытăннă. «Ялти хресченсем хăйсен вăйĕпе çĕнĕ шкул купаласа лартнăччĕ,- вулатпăр асаилӳре.-Анчах çĕнĕ вĕренӳ çулне вăхăтра пуçласси пулмарĕ, виçĕ уйăх ялти пушă çуртра кĕрĕк арки йăваласа ларма тиврĕ. Яла вулăсран çĕр реформине пурнăçа кĕртме çĕрвиçен килнĕччĕ, вăхăтлăх пурăнма ăна шкула вырнаçтарнă. Ирĕк параканни–Татмăш (Аччакасси) чиркĕвĕн пачăшки Петропавловский. Таса атте çĕрвиçенпе туслашсах кайнăччĕ, вĕсем хайхи шкула питĕрĕнсе ирĕн те каçăн «çуттипе» киленетчĕç. Чиркӳ ун чухне халăха çутта кăларассишĕн питех тăрăшман, çакăн çинчен калать те ĕнтĕ илсе кăтартнă тĕслĕх. «Шкула ачасем валли туса лартнă, ирĕк парăр вĕренӳ çулне пуçлама»,-тенĕ пулсан, пĕлсех тăратăп, мана параппан çапсах шкултан хăваласа кăларса янă пулĕччĕç. Хресченсем ун чухне пачăшкăран иртейместчĕç, вĕсем тĕттĕмлĕх серепинче асапланатчĕç. Хут пĕлекенсем вĕсем хушшинче çукпа пĕрехчĕ, пуянраххисенчен кăна хăшĕ-пĕри алă пусма пултаратчĕ. Патшана вырăнтан кăларнине пĕлсен кунти халăх аптăраса ӳкрĕ, малашне мĕнле пурăнăпăр тесе хуйхăрма тапратрĕ. Октябрьти революции хыççăн шкулта çĕнĕ программа çине куçма капашсăр йывăр пулчĕ. Турă саккунне, чиркӳ славян чĕлхине, чиркӳ юррисене вĕрентессине пăрахăçланăччĕ, ашшĕ-амăшĕсенчен чылайăшĕ çакăнпа килĕшместчĕç. «Турă саккунне вĕрентмесен ачасене шкула ямастпăр»,- текенсем те пурччĕ. Аптăранипе эпир, çутлăх енĕпе тăрмашакансем, тĕл пулсан çапла сăмахлаттăмăр,«Пурнăçăн пĕр çыранĕнчен тапса уйăрăлтăмăр-ха, анчах тепĕр çыранне ниепле те ишсе тухаймастпăр»,- палăртнă ватă учитель.
Я.А. Агаков совет влаçне, çутлăх ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсене хапăлласа йышăнакансенчен пĕри пулнă. Шкулсене чиркӳ йĕркинчен уйăрнине вăл ырланă. Çĕнĕ йĕркене çирĕплетес тесе вăл «Хыпар» (каярахпа «Канаш») хаçата тăтăш çырса тăнă, ялти куштансене тата вĕсен хӳрешкисене питлесе илме те хăраман. Хĕрлĕ çар валли тырă пуçтарма яла продотряд килсен хăшĕсем хытă кăмăлсăрланнă, кун пирки те Яков Ананьевич хаçатра çырса кăтартнă. Çакăншăн куштансемпе чиркӳ çыннисем ăна курайми пулнă. Ялти чухăнсем чылайччен пĕр чăмăра пĕрлешеймен, вĕсем кулаксенчен иртме хăранă. Филипп Тимофеев спекулянта хаçат урлă питлесен, лешĕ чăтайман, ялкор çине пуртăпа сиксе ӳкнĕ. Юрать-ха патша çарĕнчен таврăннă салтак Шипка Петĕрĕ (П.Е. Егоров) ăна вилĕмрен çăлса хăварнă.
1918 çулта Я.А. Агаков тăван ялне, Етĕрне районĕнчи çуткасси ялне таврăннă. Палах, Вăтакас Татмăшра ĕçленĕ тапхăр ун чĕринче тарăн йĕр хăварнă. Кунта килнĕ чух ун аслă ывлĕ Леонид тин çеç çуралнă пепке пулнă, вăл Чакăлтан шывĕ хĕрринче выляса ӳснĕ, кунти шкулта пĕрремĕш хут парта хушшине ларса аллине букварь тытнă.
«Я.А. Агаков чылай çул Вăтакас Татмăшри учительсемпе çыру çӳретнĕ,- каласа парать малалла ялти таврапĕлӳçĕ.- Сăмахран, 1957 çулта Ф.Г. Павлова учительница патне вăл çапла çырнă, «Ачасем тахçанах ӳссе çын пулчĕç. Асли, Леонид, çыравçă, Олимпиада хĕрĕм юрăçă тата композитор, тепĕр хĕрĕм Кира Палтай ялне качча тухрĕ, виçĕ ача ӳстерет. Ман тепĕр ывăл та пурччĕ – Владислав, вăл Мускавра асă пĕлӳ илнĕччĕ, çыравçă пуласшăнччĕ, анчах вăрçăран таврăнаймарĕ.
Тахçан çамрăклăха ирттернĕ вырăнсене çитсе килес килет, кунта вĕренӳ тата культура ĕçĕ мĕнле çĕкленнине курасчĕ. Аччакасси тата Рункă ялĕсенче ман паллакансем чылай, çывăхри Хирпуç шкулĕнче эп 5 çул тăрмашнă-çке. Сăмах май каласан, Аччакасси вăл вăхăтра пит алхасуллă ялччĕ, халь кунти халăх лăпланнă пулĕ. Кунти чиркӳре ĕçленĕ Кирилл Данилович пачăшкă пурăнать теççĕ, пĕрле ĕçленĕ юлташсем Михаил Иванович тата Алексей Кириллович та сывлăхпа çӳреме кирлĕ, вĕсене тĕл пулсан манран пысăк салам калăр. Вăтакас Тамăшри Василий Захарова тата Иванпа Тихон Яковлевсене те салам».
Я.А. Агаков Вăрнар районĕнчи Хирпуç, Элĕк вулăсне кĕнĕ тĕрлĕ ялсенче, Етĕрне районĕнчи çуткасси, Кăкшăм, Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр, Горький облаçĕнчи Кикино ялĕсенчи шкулсенче пуçламăш классенче ĕçленĕ, унсăр пуçне вăл çав шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине те вĕрентнĕ, юрă урокĕсене ертсе пынă. Ярса панă сăнӳкерчĕксенчен вăл хурт-хăмăр ĕрчетес енĕпе те тимленĕ теме пулать. Учитель 1965 çулхи январĕн 25-мĕшĕнче 85 çула кайса çĕре кĕнĕ, ăна тăван ялĕнче пытарнă.
В. АЛЕКСИН.


Источник: http://Газета Канаш ен.08.02.2013.№ 15-16 (1635-1636)
Категория: Патриотические публикации | Добавил: (27.02.2013) | Автор: Владимир
Просмотров: 627 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Кнопки закладок
Вход на сайт

Поиск
Беседка "Татмыши"
200
Друзья сайта
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz
  • Надоела реклама,
    а может_ зарегистрироваться на нашем сайте или войти под своим логином? Для Вас могут быть важные сообщения.
    Закрыть