Сувениры
Меню сайта
Я родился
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Главная » Статьи » Публикации в СМИ [ Добавить статью ]

Ардалион Павлов: «Вăрнарсем – пултаруллă чекистсем»

Ардалион Павлов: «Вăрнарсем – пултаруллă чекистсем»
 

Раштавăн 20-мĕшĕнче çĕршывăн хăрушсăрлăх органĕсене туса хунăранпа 95 çул çитет. Паллă юбилей умĕн хаçатăн обществăлла корреспонденчĕ Раççей Федераци Хăрушсăрлăх службин Чăваш Республикинчи ветеранĕсен организацийĕн председателĕпе Ардалион Федорович ПАВЛОВ отставкăри полковникпа курса калаçнă. – Ардалион Федорович, вулакансене хăвăрпа паллаштарăр, тархасшăн. – Паспорт тăрăх, Канаш районĕнчи Пукăртан ялĕнче 1938 çулхи апрелĕн 28-мĕшĕнче çуралнă. Тĕрĕссипе эпĕ, анне кукаçи ялĕнче – Хапăсра, Андрамоновсен килĕнче пурăннă май, Вăрнар больницинче кун çути курнă. Унта вăл Хапăсран çурран утса çитнĕ, çакă вара, ачи шултра пулнăран, касса кăларассинчен хăтарнă, çăмăлланма пулăшнă. Сăмах май, манăн анне хăй те çав тухтăр патĕнчех çуралнă, тăван ялне вара Мăн Явăш тесе кăтартнă. – Апла пулсан, эсир 1929 çулччен Хапăс чиркĕвĕнче ĕçленĕ Гурий аттен мăнукĕ пулатăр; Пĕлетĕр-и, вĕсем Кульцавра çуралнă Максим Дормидонтович Михайловпа пĕрле Хусанти мăнастир хорĕнче юрланă. Унăн сасси сайра тĕл пулакан янравлă чĕтренсе кĕрлекен (рокочущий) бас пулнă май паллă юрăç ăна каярахпа Мускава та чĕннĕ, анчах та çемйи ÿснĕ пирки вăл инçе çула тапранман. – Чăнах та, ачисем пиллĕкĕн пулнă. Унсăр пуçне чиркÿ çыннисене хĕсме пуçланă. Кукамай та, шкулта вĕрентекенскер, ĕçсĕр тăрса юлма пултарнă. Ачисен пуласлăхĕ те тĕтреллĕ пулнă. Вĕсене çăлса хăварас шутпа Гурий Николаевич тĕн ĕçне пăрахса вăрман хуçалăхне куçнă, каярахпа тĕрлĕ организацисенче бухгалтерта, директорта тăрăшнă.
– Сирĕн кун-çулăршăн ку пысăк чăрмав пулман-и;
– Паллах, нумай енлĕн тĕрĕсленĕ. Унсăр пуçне, атте, Федор Павлович Павлов, фронта кайиччен аннепе, Фаина Гурьевнăпа пĕрле Канаш районĕнчи Вăтам Татмăш шкулĕнче учительте ĕçленĕскер, Могилев çывăхĕнчи Тăван çĕршывшăн пынă пĕр çапăçура хыпарсăр çухалнă тесе шутланнă. Хыпарсăр çухалнисем хушшинче сутăнчăксем те пулкаланă. Шанманни ахалех пулнă. Комсомол наборĕпе Рязаньти, каярахпа Подольскри пехота училищинче вĕренекен курсантсен паттăрлăхĕ çинчен нумай вуланăскер, эпĕ атте те вĕсем пекех паттăр пулнине чунтан ĕненнĕ, каярахпа унăн юлашки çапăçăвĕ çинчен чылай материал шыраса тупма май килчĕ.
– Кун çинчен тĕплĕнрех каласа параймăр-ши;
– Шупашкарта йĕркеленнĕ стрелоксен 139-мĕш дивизи кун-çулĕ çинчен пултаруллă та ăшă кăмăллă Кăмпал çынни, çар журналисчĕ тата писатель Антип Николаев майор кĕнеке те çырса кăларнăччĕ, çав вăхăтра Чулхулара йĕркеленнĕ 137-мĕш дивизи çинчен те материалсем тупма шантарнăччĕ. Вăл вăхăтсăр çĕре кĕнĕ пирки ун пулăшăвĕпе усă курма ĕлкĕреймерĕм, малалла хамăнах тĕпчеме тиврĕ. Атте çинчен çырнине çак дивизин стрелоксен 771-мĕш полкĕн артиллери начальникĕ пулнă Константин Меркуловăн Орша хулин хаçатĕнче пичетленнĕ «Огненные версты» статйинче, Минскра тухнă «Солдатами были все» сборникра шыраса тупма май килчĕ. Кÿлхĕрри ялĕнче çуралнă Капитон Быков полковник та 2001 çулта Минскра пичетленсе тухнă «Воины Чувашии в боях за освобождение Белоруссии» кĕнекинче манăн аттен, пулеметчиксен ротин командирĕн Федор Павлов лейтенантăн паттăрлăхĕ çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Сож юханшывĕ урлă хывнă кĕпере хÿтĕленĕ вăхăтра Федор Павлов лейтенант нимĕçсен бронетранспортерне тытса илнĕ те тăшмансене хăйсен хĕçпăшалĕпех ăшалама пуçланă, Александровка-2 ялĕ патĕнче пынă тан мар çапăçура паттăрла пуç хунă.
– Хăвăр та Белоруссире чекистсен шкулĕнче ăс пухнă.
– Унччен Çĕрпÿри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă, шкулта ĕçленĕ, çак вĕренÿ заведенийĕнче маларах вĕреннисем хушшинче – Мачамăш çынни Иван Прокопьев академик, педагогика наукисен докторĕ тата профессор. Вăл Юманай шкулĕнче, Етĕрнери, Çĕрпÿри, Чурачăкри шкул-интернатсенче директор пулнă, Шупашкарти, Белгородри пединститутсенче тăрăшрĕ. Ман вăхăтра вара Зиновий Мышкин, Ахат Чинкин пулас профессорсем вĕренчĕç. Пĕри халĕ И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, тепри Хусанти физкультура институтĕнче вăй хураççĕ.
– Вăрнарсем пурччĕ-и педучилищĕре;
– Эвакуаци йĕркипе Нурăсри ача çуртне килнĕ хĕрсем чылайăнччĕ. Пĕри, Валя Бирюкова ятлăскер, «Чайка» роман авторĕ Бирюков писатель патне ашшĕ мар-ши тесе çыру янă. Лешсен ача пулман, çапах та хĕллехи каникула ирттерме ăна хăйсем патне чĕнсе илнĕччĕ.
– Малалла та вĕренме талпăннă ĕнтĕ Эсир;
– Чăваш педагогика институчĕн историпе филологи факультечĕн вырăс уйрăмĕнче диплом илнĕ хыççăн атте-анне шкулĕнче, унтан комсомол Чăваш обкомĕнче ĕçлерĕм, 1964–1991 çулсенче Патшалăх хăрушсăрлăх комитетĕнче вăй хутăм.
– «Курăнман фронт паттăрĕсен» чылай операцийĕсем çинчен паян та калама юраманни пур. Тăшман вăрттăн кăшлать, ăна хирĕç те ун меслечĕпе ĕçлеме тивет, усал шухăшĕсене тăрă шыв çине кăларсан çеç тепĕр чухне шăв-шав çĕкленет.
– Вăрттăнлăх пулма пăрахнисем те пур ĕнтĕ... Шпиона тытас тесен чылай тар кăларма тивет, вăл тĕрлĕ вырăна куçса çÿрет. Пур çĕрте те сăтăр кÿме пултарать. Шупашкарта та йĕрленĕ, тĕрĕслевĕн юлашки тапхăрĕ вара чылай чухне пысăк хуласенче ăна алран ярса тытнипе вĕçленет. Тепĕр чухне ют çĕршыв разведкин агентне хамăрăн çĕршывшăн ĕçлеме явăçтарни те пулать. Террор тума хатĕрлекенсене вара çийĕнчех сиенсĕрлетни паха. – Эсир Çĕнĕ Шупашкарти «Химпромри» аварисем çинчен мĕн калама пултаратăр, диверси е тата хими хĕçпăшалĕ çурăлни пулман-и;
– Пулман, çав шутра хĕрĕх çул каялла «виççĕмĕш производствăра» пулнă пушар вăхăтĕнче те. Тимсĕрлĕхпе çыхăннă. Халĕ вара унта мирлĕ продукци кăна туса кăлараççĕ.
– Асра юлнă самантсем çинчен пĕлес килет.
– Чи малтанах, çав телейлĕ самантсем пĕрле ĕçленĕ пултаруллă çынсемпе, Тăван çĕршыва чунтан юратакан патриотсемпе çыхăннă. Тĕнчипе паллă çынсемпе тĕл пулнисем те тарăн йĕр хăварчĕç. Белоруссире чухне ку – Кирилл Трофимович Мазуров пĕрремĕш секретарь, вăл вăрçă вăхăтĕнче унта вăрттăн ĕçленĕ комсомол обкомне ертсе пынă. Тата Çĕнтерÿ кунĕнче Минскри театрта Константин Рокоссовский маршал, Совет Союзĕн Геройĕ Валентина Гризодубова летчица, партизансен паллă ертÿçи Алексей Федоров, «Çамрăк гвардири» Сергей Тюленинăн ашшĕ, Олег Кошевойăн амăшĕ, Зоя тата Александр Космодемьянскисен амăшĕ тухса калаçнине ăша хывнă. Космонавтсемпе чылай тĕл пулнă.
– Паллă совет разведчикĕ Ким Филби 1975 çулта Шупашкара килсен ăна хулапа паллаштарма Сире шаннă.
– Филби хăй вăхăтĕнче Англи разведкинче Совет Союзĕпе социализмла çĕршывсене хирĕç ĕçлекен пая ертсе пынă, Америкăри Тĕп разведка управленийĕпе çыхăну тытнă, совет разведкине хаклă сведенисем вăрттăн пĕлтерсе тăнă. Каярахпа СССР КГБ аппаратĕнче штатра шутланнă. Питĕ пысăк культурăллă çын, нумай калаçмасть, итлеме пĕлет, чăваш культурипе интересленчĕ, Чапаевпа, Андриян Николаевпа çыхăннă паллă вырăнсене çитсе куртăмăр, православи чиркĕвĕнче пултăмăр, ăна чăвашсен какай шÿрпипе, шăрттанĕпе хăналарăмăр. Кăмăллă уйрăлтăмăр.
– Нумаях пулмасть азербайджансен паллă поэчĕн – Низамин юбилейне ирттерме килнĕ делегацие пĕрле кĕтсе илтĕмĕр те Гейдар Алиев Шупашкарта пулни çинчен каласа пани, вăл лартса хăварнă кăвак чăрăш умĕнче сăн ÿкерттерни, Мухтав монуменчĕпе Низами палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хуни вĕсене çав тери килĕшрĕ.
– Гейдар Алиев та ĕçлеме чекистран пуçланă, оперуполномоченнăйран çар генералĕ таран ÿснĕ.
– Вăрнар енчен тухнă чекистсем çинчен мĕн калама пултаратăр;
– Ас тăватăн-и, кăçал эпир Калининăри вăтам шкулта кадетсемпе тĕл пулнăччĕ. Маттур ачасем, Мускавра çĕнтерчĕç, директорĕ вут-хĕм сирпĕтсе ĕçлет, педагогĕсемпе ачасен ашшĕ-амăшĕсем пĕр çемьери пек тăрăшаççĕ. Савăнмалла, мухтанмалла вăрнарсен çакăнпа, ку вăл республикăшăн та пĕтĕм çĕршыв умĕнчи ырă ят, ытти районсемшĕн те тĕслĕх. Унтан вĕренсе тухнă чекистсем те нумай енлĕ, пысăк пултарулăхлă çынсем.
Пĕррехинче КГБ председателĕ Александр Конашев полковник информаципе анализ тăвакан подразделение ертсе пыма çĕнĕ начальник шырани çинчен пĕлтерчĕ. Авторитетлă сотрудниксен, çав шутра вăрçă участникĕсен, пай пуçлăхĕсен, пĕтĕм Комитетăн кулленхи тата эрнери, уйăхри, кварталти, çур çулхи, çулталăкри ĕç-хĕлне хак памалла, кирлĕ сĕнÿсем тăратмалла, Мускава Юрий Андропов патне тĕрлĕрен çырусемпе отчетсем ямалла. Кам кĕске те тарăн пĕтĕмлетÿсем тума, вырăсла тĕрĕс те таса чĕлхепе çырма пултарнипе, логика çирĕп аталаннипе, тавракурăм анлăшĕпе палăрса тăрать. Пуçлăх сотрудниксен докуменчĕсене тĕпчесе паллашма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ, малтан журналистра ĕçленĕ çамрăк оперуполномоченнăй çинчен аслисен шухăшне ыйтрĕ. Пурте килĕшеççĕ пек. «Картлашка урлă сикет, – терĕ пĕри, ĕçри кăлтăксемшĕн пĕчĕкрех вырăна анса ларнăскер, – вăрçăра пулнисем те «капитанра» çÿреççĕ». «Картлашка тенĕрен, пуç картлашки лайăх ĕçлетĕр, – терĕ председатель, – пирĕн хутсене тĕп хулара та, обкомра та вулаççĕ. Пысăк опытлă оперативниксем нумай, чăн-чăн аналитиксем вара сайраран пĕрре-иккĕ тĕл пулаççĕ». Юлашкинчен ман шухăша ыйтрĕ. «Тăрăшса çырать, хăйне лайăх тытать, ыттисенчен те çирĕп ыйтма пултарать тата Калинино шкулне пĕтернисем хушшинче пĕр япăх офицер та курман, учительсем унта вăйлă», – терĕм. Пиллĕк генерал улшăнчĕ унтанпа, ăслă та хисеплĕ «Сан Саныча» Ленинграда куçарчĕç, ун кандидачĕпе вара пурте килĕштерсе, кăмăллăн ĕçлерĕç, полковника çити ÿстерчĕç.
– Тавтапуç, эпĕ те çав ачана кăштах паллатăп. Пирĕн шкулта, чăнах та, тĕрлĕ çулсенче чекистсенчен вăрçă участникĕ Федор Шатров (Айкăш), Владимир Капитонов (Мачамăш), Анатолий Назаров (Аçăмçырми), Николай Константинов (Çĕньял Нурăс) полковниксем, Станислав Львов (Хăмăш) подполковник, Роберт Игнатьев (Калинино) майор вĕреннĕ. Халĕ ĕçлекенсен ятне асăнма юрамасть.
– Пурне те лайăххипе çеç пĕлетĕп. Анатолий Петров тата Владимир Тихонов полковниксем, Валерий Никифоров майорпа Валерий Федотов (пурте – Вăрнар поселокĕнчен) подполковник, Анатолий Петров (Хирпуç) тата Вячеслав Баранов (Кушар Юнтапа), Валерий Тимофеев (Кăкшăм) подполковниксем те пуçаруллăччĕ. Федор Шатров, Роберт Игнатьев, Валерий Никифоров, Владимир Штыков пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕç, ырă ĕçĕсем юлчĕç. Владимир Яковлевич Капитонов министр çумĕ пулчĕ, Раççей хăрушсăрлăх органĕсен хисеплĕ сотрудникĕн ятне, икĕ орден илме тивĕçрĕ, ют çĕршыв специалисчĕсем хушшинче те ĕçлерĕ, каварлашса тăвакан преступленисемпе те ăста кĕрешрĕ, Станислав Николаевич Львов Чечняра пулчĕ, Суворов медалĕн кавалерне Шупашкар хула пухăвĕн депутатне иккĕмĕш хут суйларĕç, халĕ вăл В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕнче директор çумĕ пулса ĕçлет…
– Хăвăрăн çемье çинчен пĕр-ик сăмах каласамăрччĕ.
– Мăшăрăм, Луиза Владимировна, хĕр чухнехи хушамачĕ – Костина, Калинино салинче çуралнă, медицинăра ĕçлесе пенсе тухрĕ. Костинсенчен эсир Клавдия Ивановна физкультура учительницине тата ĕçпе чапа тухнă паллă тракториста Владислав Костина пĕлнĕ пулĕ. Хĕрĕм, Надежда, Шупашкарти педагогика колледжĕнче ĕçлет, Юлия мăнукăм гимназире 11-мĕш класра вĕренет, педагогсен йăхне малалла тăсасшăн.
– Мĕнпе интересленеççĕ чекистсем; Пушă вăхăта епле ирттереççĕ;
– Чекистсенчен ытларахăшĕ – пысăк чунлă çынсем, культурăна, литературăна, искусствăна çывăх. Эсир Зорге, Андропов, Антошкин, Калашников сăввисене вуланă-ши; Чăвашла куçарнисем те пур. Совет разведчикĕ Рудольф Абель ăста художник пулнă. Вячеслав Тихонов отставкăри генерал-майор (амăшĕ – Калининăран, Рукавишниковсен йăхĕнчен) графикăпа интересленет. Воронов генерал-лейтенант вара тĕнчипе паллă художник-импрессионист пулса тăчĕ. Пирĕнтен чылайăшĕ виçĕ-тăватă чĕлхе е ытларах та пĕлет, спортпа туслă. Маларах промышленность, транспорт, экономика, çыхăну енĕпе пĕлÿ пухса производствăра палăрма ĕлкĕрнĕ çынсем нумай. Пĕри, тĕслĕхрен, «Энергия» наукăпа производство пĕрлешĕвĕнче «Буран» кăларма та хутшăннăччĕ…
Ветерансем яланах халăх хушшинче. Эпĕ те хаваспах шкулсенче пулатăп, икĕ сăвă пуххи кăларма пултартăм. Вырăсла çыратăп. Аккордеонпа вылятăп, тус-тăвана ырă хыпарпа тĕл пулсан юрлама юрататăп.
– Сире тата Сирĕн урлă ФСБ сотрудникĕсемпе ветеранĕсене, вĕсен çемйисене Хăрушсăрлăх органĕсен юбилейĕ ячĕпе вăрнарсенчен салам йышăнма ыйтатпăр, ырлăх-сывлăх, телей, пултарулăхăрта çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр. Ырă хыпарпа кăна çÿрĕр! Тепре тĕл пуличчен!
– Тавтапуç! Валерий КОШКИН
Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы» Источник: Газета Путь Победы
20.12.2012 13:48




Категория: Публикации в СМИ | Добавил: Инициатор (25.02.2013) | Автор: Владимир
Просмотров: 536 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Кнопки закладок
Вход на сайт

Поиск
Беседка "Татмыши"
200
Друзья сайта
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz
  • Надоела реклама,
    а может_ зарегистрироваться на нашем сайте или войти под своим логином? Для Вас могут быть важные сообщения.
    Закрыть