Сувениры
Меню сайта
Я родился
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Главная » Статьи » Публикации в СМИ [ Добавить статью ]

Мăн пĕвене тасаттарасчĕ.
Мăн пĕвене тасаттарасчĕ.

Канаш районĕнчи Вăтакас Татмăшпа Пукăртан ялĕсен хушшинчи пĕве хăй вăхăтĕнче тавралăхра чи илемличчĕ. Пĕр çухрăм ытла тăсăлса выртатчĕ.
Шăрăхра Чакăлтана шыва кĕме кÿршĕ ялсенчен те пухăннă. Таврара колхоз сачĕччĕ, çырана йăмрапа хăва хупăрлатчĕ. Çуркунне-кĕркунне кунта кайăк кăвакал анса ларатчĕ. Çумĕнчен иртсе пынă чух мăнтăркка ондатрсем чăматчĕç. Пулăçсем сĕрекепе ал лаппи сарлакăш сап-сарă карассем сĕтĕрсе кăларатчĕç. Вăлтапа шакка тĕклĕ тута, çутак пулă нумай лекетчĕ.
- 1970 çулсен çурринче пирĕн хуçалăхра Мускавра тухакан «Сельская жизнь» хаçат редакцийĕн икĕ журналисчĕ пулчĕ, - аса илет «Мир» колхоза нумай çул ертсе пынă 80 çулти М.Леонтьев ветеран. - «Ял ĕçченĕсем çинчен ырă сăмах каласшăн эпир», - теççĕ. «Хаклă хăнасене асра юлмалла мĕнле хăналаса ямалла-ши?» - шухăшлатпăр правленире. Ялти маттур пулăçсене вăрăм сĕреке илсе Мăн пĕве хĕррине пуçтарăнма хушрăм. Пĕрре сĕрсе кăларсах тулчĕ хуран сарă караспа. Çанталăкĕ мĕнлерех! Пĕве çинче шурă тĕтре çĕкленнĕ. Çурла уйăхĕ - пан улми пиçнĕ. Турачĕсем аран-аран чăтаççĕ. Пулă шÿрпипе колхоз утарĕнчен илсе аннă кăрчама тутаннă хăнасем çут çанталăк илемĕпе киленсе ларчĕç. Унтан чăтаймарĕç - хаваслă юрă тăсса ячĕç...
Мăн пĕве хĕрринче ирттернĕ самантсене театр ветеранĕ, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн администраторĕнче тăрăшнă И.Ксенофонтов та ырăпа асăнать:
- Канаш тăрăхне гастроле кайсан ялан тенĕ пекех Вăтакас Татмăшра çĕр выртма чарăнаттăмăр. Унта çитнĕ-çитмен Кĕлпук мучи /Чăваш халăх артисчĕ Е.Никитин/ вăлта йăтса çыран хĕррине васкатчĕ. Н.Степанов, В.Родионов, В.Кузьмина, паллă ытти артист шыва кĕме, уçăлса çÿреме, волейболла выляма юрататчĕ. Шупашкара таврăнсан Мăн пĕве илемне ялан аса илетчĕç.
Р.Иванов тавра пĕлÿçĕ каласа панă тăрăх - Чакăлтан çырмине 1952 çулта Д.Николаев /ялта ăна Татти Мĕтри тенĕ/ колхоз председателĕнче ĕçленĕ чухне пĕвеленĕ. Лавпа темиçе эрне тăпра турттарнă, наçилккапа йăтнă. Çавăн чухне ячĕ тупăннă - Мăн пĕве. Пысăк пулнă вăл: 30 ытла гектар йышăннă. Хĕрринче хăяр, купăста, помидор ăнса пулнă. Анчах тепĕр виçĕ çултан çурхи шыв Мăн пĕвене татса кайнă. Çĕнĕрен пĕвеленĕ хыççăн шыв юхса тăма канав тунă.
Шел те, юлашки вăхăтра пĕве илемне çухатрĕ. Сад хăрса пĕтнĕ. Юшкăн тулнăран вăл ăшăхланчĕ, çулла шывĕ симĕсленет, пăтранать.
Ял çыннисем ăна тасатасси çинчен час-часах сăмахлаççĕ. Унта çĕр-çĕр тонна юшкăн. Унпа тăпра пулăхне лайăхлатма май çук-ши?
Федераци программипе килĕшÿллĕн кун пек пĕвесене йĕркене кĕртме укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Сăмахран, «Хыпарта» Канаш район администрацийĕн специалист-эксперчĕ В.Чернов районти Мăкăр пĕвине çĕнетекен объектсен реестрне кĕртни, юсава пурнăçлама федераци хыснинчен - 3,7 млн, Чăваш Ен хыснинчен 400 пин тата А.Яковлев тĕпчевçĕ хăйĕн шутĕнчен 100 пин тенкĕ пани çинчен пĕлтернĕччĕ /2012 ç., нарăсăн 11-мĕшĕ/. «Татмăшри Мăн пĕвене программăна кĕртесчĕ. Илем чĕрĕлсе тăнине питĕ курас килет», - теççĕ ял çыннисем.
Валерий Алексин.
Категория: Публикации в СМИ | Добавил: Инициатор (25.02.2013) | Автор: Владимир
Просмотров: 559 | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Кнопки закладок
Вход на сайт

Поиск
Беседка "Татмыши"
200
Друзья сайта
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz
  • Надоела реклама,
    а может_ зарегистрироваться на нашем сайте или войти под своим логином? Для Вас могут быть важные сообщения.
    Закрыть