Сувениры
Меню сайта
Я родился
Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0
Йăла-йĕрке — культура аталанăвĕн никĕсĕ

Халăхăн ăс-хакăлĕн аталанăвĕ хăвна çав халăхăн пĕр пайĕ пулнине туйса илнинчен килет. Хăвăнра чăвашлăха туймастăн пулсан унăн культурине нихăçан та туяймăн.
Чăн та, эпир юлашки вăхăтра самана улшăннă май хытăрах чĕреллĕ пулма пуçларăмăр. Чăваш йăли-иĕркисене манса пыратпăр. "Халăх вĕрентĕвĕн пуянлăхне упраса аталантарса пырсан çеç чăваш çĕнĕрен чĕрĕлсе малалла кайма пултарать» тĕнчери ытти халăх йышĕнче тивĕçлĕ вырăна тухать, ĕмĕрхи чапне çĕнетсе, чĕртсе яма шанчăк тупать", - тет педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Г.Н.Волков. Чăваш халăхĕн виçĕ пин çулти чыслă аваллăхĕ мухтава тивĕçлĕ. Çак халăх ĕмĕр-ĕмĕр тар юхтарса ĕçлесе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе, тыр-пул акса, çурт-йĕр лартса, хăмла, улма-çырла, пахча, вăрман ӳстерсе пурăннă.
Мĕнрен килнĕ-ха чăваш халăхĕн сĕм аваллăхран пыракан пархатарĕ? Паллах, авалтан пыракан, ăруран ăрăва куçакан йăла-йĕркесенчен. Несĕлсем пирĕн валли пуян еткер хăварнă. Кунта халăх сăмахлăхĕ, ал ĕç пултарулăхĕ, халăх юрри-ташши кĕреççĕ. Пирĕн çак еткерпе усă курма пĕлмелле. Культура ĕçĕнче сахалах мар ĕçленĕ май каласа хăварасшăн, туртсах кĕрсе каять фольклор хăйĕн авăрне. Ватă çынсенчен халиччен илтмен юрăсене çырса илни, археологсем çĕр айĕнчен авалхи тупрана чавса кăларнипех танлашать пулĕ тетеп. Эпĕ вĕсене пухса пыратăп. Тен, малашне халăх юррисен пуххинчен кĕнеке кăларсан хам пурнăçра пĕр усăллă ĕç тума май килĕ. Паллах, юрăпа усă курнă чухне унăн шухăш-кăмăлне пĕлмелле. Хăçан юрлама пултарнă ку юрра, хăш вăхăтра, тата камсем? Чăвашсен авалтан çĕр çинче суха туса, тырă акса ĕçлесе пурăннă май, юррисем те çĕр ĕçĕпе çыхăннă. Сăмахран, "Алран кайми аки-сухи". Ку вăл — тури чăвашсен юрри. Анатри чăвашсен тата уйрăм вырăнсенче ку юррăн кĕвви урăхларах пулнă.
Чăвашăн юррисем ытларах чухне хурлăхлă. Артистсем те тури чăвашсен юррисене юрласшăнах мар, сирĕн юрăсем хурлăхлă, вĕсене юрлама йывăр, теççĕ. Чăнах та, вĕсене икĕ тональнăçпа тата икĕ октавăпа юрламалла. Ытларах анатри чăвашсенне юрлаççĕ. Вĕсен юррисем савăнăçлăрах. Юррăн пуянлăхĕ савăнăçлинче тата хурлăхлинче мар, унăн илемĕнче, чунĕнче, шухăшĕнче.
Тӳрех аçăнса хăварам, юрăсене сăнар енчен ушкăнсем çине пайлама пĕлмелле. Хăна юррисем, туй юррисем, вăйă юррисем, салтак юррисем, улах юррисем, çăварни, сурхури тата ытти те. Ачасен витлешӳ, сăпка юррисем пулаççĕ. Вĕсем пурте чăвашсен уявĕсемпе, мешехисемпе, тепĕр майлă каласан йăли-йĕркипе çыхăннă. Чăвашсен уяв нумай пулнă. Меншĕн пулнă тесе калатăп, мĕншĕн тесен, шел те, хăшĕсем манăçса пыраççĕ. Нумайăшне ялсенче халĕ те ирттереççĕ. Сцена çинче вĕсене кăтартса пама май пур тесе шутлатăп. Çапла кăтартса панине "фольклор театрĕ" теççĕ.
Халăх юррисене пурнăçпа çыхăнтарсан вăл татах та витĕмлĕрех пулать. Тата мĕн асăрхаттарса хăвармалла. Йăла-йĕркесене сцена çинче лартнă чухне пултарулăх ушкăнĕн ӳсĕмĕ кăштах та пулин палăрмалла. Юрăсемпе те, ташăсемпе те, сăмах калассипе те, сценарипе те нумай ĕçлемелле. Ялсем тăрăх çӳресе ватăрах çынсенчен йăла-йĕркесем пирки ыйтса пĕлмелле.

Сурхуру — чăвашсен ĕлĕкхи уявĕ.
Ăна хĕллехи кунпа çĕр танлашнă хыççăн паллă тунă, халĕ те паллă тăваççĕ. Сцена çинче те кăтартса пама питĕ меллĕ уяв.
Хĕр сăрине те çав вăхăталлах ирттернĕ. Пирĕн патра нумай пулмасть кăна тума пăрахрĕç.
Кăшарние çамрăксем раштавран пуçласа пĕр эрне ирттернĕ.

Çăварни /çу эрни/ — çуркуннехи кун танлашăвĕпе çыхăннă.
Ĕлĕк ик эрне ирттернĕ. Пĕрремĕш эрни — аслă çăварни, иккĕмĕш эрни — кĕçĕн çăварни. Халĕ эпир хамăр программăра çак йăла-йĕркене кăтартса парасшăн.

Вирĕм — усал-тĕселе хăваласа ямалли тури чăвашсен уявĕ.
Ăна Мăнкун умĕн ирттернĕ. Анатри чăвашсен сĕрен ятлă.
 
Калăм — ваттисене асăнмалли кун.
Тĕне кĕмен чăвашсем Мăнкун умĕн ирттернĕ.

Мăнкун.
  Ĕлĕкхи чăвашсен çулталăк Мăнкунтан пуçланнă. Эпир Мăнкун уявне пилĕк çул каялла кăтартса панăччĕ.

Акатуй.
Ĕлĕкхи чăвашсем ăна акана тухас умĕн пуçланă та акса пĕтерсен вĕçленĕ. Нумаях пулмасть ăна тури чăвашсем сухату тенĕ.
Сухапуçтуйĕ. Анатрисен — сапан туйĕ /сапан тутарларан сухапуç тесе куçать/. Акатуй программине эпир иртнĕ çул вăрçă пуçланнă саманта çыхăнтарса кăтартса патăмăр.

Çимĕк — çуллахи уяв.
 Вăл кун ваттисене асăннă, çăва çине кайса килнĕ. Ярапайĕнче халĕ те ирттереççĕ, ял халăхĕ пĕрле пухăнса пысăк хуранпа какай шӳрпи пĕçерет. Кайран ваттисене асăнса çиеççĕ. Эпир ку уява сцена çинче те кăтартса панă.

Уяв.
Уява тури чăваш çамрăкĕсем Мăнкунпа çимĕк хушшинче ирттернĕ. Каçсерен укăлчана çамрăксем вăййа тухнă, юрă юрланă, каччăсем хĕрсене суйланă. Çамрăк чухне эпир хамăр та урамра каçсерен купăс каласа ташланă. Халĕ клуб хупă пулсан çамрăксем мĕн тумаллине пĕлмеççĕ. Çамрăксен вăййине сцена çинче кăтартма питĕ çăмăл. Пирăн программăра та вăл пур.
Чӳкпе Киремет карти çӳлти Турă пехил панă уявсем. Вĕсене хăш-пĕр вырăнта ватăсем халĕ те ирттереççĕ. Анчах та пачăшкăсем çак йăласене ирттернине хирĕçленĕ пирки ирттерме хăраççĕ. Эпир ку йăласене сцена çине илсе тухайман-ха, анчах май пур тесе шутлатăп.
 

Утăçи ял халăхĕшĕн пысăк уяв пулнă.
Утă çулма уява кайнă пек капăр тумтирпе тухнă. Утă çулмалли вырăнсем, уйрăмах Атăл хĕрринче, тăван ялтан аякра пулнă. Çаванпа та унта çĕр каçмаллах кайнă. Каçсерен вăйă вылянă, юрланă, ташланă. Çак вăхăта Ярапайсем халĕ те хаш сывласа аса илеççĕ.

Ниме ял халăхĕшĕн пысăк вырăн йышăнать.
Ку вăл питĕ авалтан, чăвашсен тĕрĕк вăхăтĕнчи тапхăртан килнĕ йăла. Хальхи вăхăтра та ялти çын нимелле кил-çурт ăсталать. Анчах та, çынсем пĕр харăс çурт купалама пуçланă май, ниме пĕлтерĕшĕ чакма пуçларĕ. Вырма тата авăн йăлисене çурлапа тырă вырма пăрахнă хыççăн тытса пыма чарăннă. Ĕлĕк вĕсене çăкăр ăнса пултăр тесе тĕп вырăна хурса ирттернĕ. Çак йăласене тыр-пул пухса кĕртсен сцена çинче анчах мар, халăх хушшинче те çĕнетсе, пурнăçа кĕртсе ирттерме май пур. Кунта вырăнти хуçасемпе культура ĕçченĕсен пĕр шухăшлă пулни çеç кирлĕ.
Çĕнĕ тыр-пул туса илнĕ хыççăн чӳклеме тунă. Çĕнĕ тырă салатĕнчен сăра вĕретнĕ, хăнасене чĕнсе хăналанă. Чӳклеме те сцена çинче кăтартмалли питĕ интереслĕ йăла.
Чăваш туйĕ кăткăс та пысăк драматургиллĕ, нумай сăнарлă. Ун çинчен тĕплĕнрех калас тесен кĕнеке çырса кăларма пулать: хĕрне килĕнчен илсе тухни, каччăн килне илсе пыни, шыв çул пуçлани тата ытти те. Хамăр патри туйсене Муркашăн йăла-йĕрке кĕнекинче нумай уçса панă. Мана туй юррисем ытларах интереслентереççĕ. Миçе пин çул юрлаççĕ-ши вĕсене? Пĕринчен тепри илемлĕрех. Туй йăли-йĕркисене Чăвашра çирĕп тытса пынă май туй юррисем те нумай улшăнма пултарайман. Кирек ăçта туя кайсан та эпĕ хама авалхи вăхăта лекнĕ пек туятăп. Шел те, çамрăксем туй юррин сăмахĕсене пĕлсех каймаççĕ.
Çак уявсемсĕр пуçне тата пирĕн программăра пир çапни тата салтак ăсатни пур.
Эпир вĕсене пурнăçран илнĕ. Ярапайĕнче ватăсем хале те кашни çулах пир çапаççĕ. Пир çапакансен тукмак сассине темĕн чухлĕ итлеме хатĕр, нихăçан та ывăнтармасть. Тĕлĕнсе пăхса тăратăн. Салтак ăсатни кашни çыншăн хумхантаракан самант. Анчах халĕ ĕлĕкхи салтак юррисене çамрăксем юрламаççĕ, манса кайнă вĕсене. Ĕçлеме пуçласанах сцена çинче салтак ăсатнине кăтартса пама шутларăм та салтак юрри кирлĕ пулчĕ. Пĕринчен ыйтатăп, тепринчен, нихăшĕ те пĕлекен çук. Пĕлсен те тĕрĕс-тĕкел юрласа параймаççĕ. Аран-аран шыраса тупрăм. Клуб директорĕн Фея Паргеевăн ашшĕ Фадей Николаевич юрласа пачĕ. Муркаш районĕн йăла-йĕркисен кĕнекинче пур вăл, нотисемпех. Эпĕ унта Юрий Нестерович Жуков ыйтнипе ултă-çичĕ юрă таран нотăсемпе çырса панăччĕ. Виççĕшне нотăпах пичетленĕ, ыттисене — нотăсăр. Нотăсăр юррăн ĕмĕрĕ кĕскерех çав. Виççĕшне эпĕ Фадей Николаевичран çырса илнĕччĕ.
Чăваш йăлисене патакпа хăваласа пурнăçа кĕртейместĕн, сцена çинче ларттараймастăн. Ăна чунпа çунса тăракан çын пулсан çеç тума пултарать.
Çавăнпа та эпĕ нумай клуб смотрсене хутшăнманнинчен тĕлĕнетĕп. Паллах вĕсене вырăнти ял тăрăхĕсен ертӳçисем пулăшни те кирлĕ. Укçа-тенкĕ енчен пулмасан та.
Фольклор ушкăнне çӳрекенсене ачаранах хатĕрлеме пуçламалла, шкул ачисенчен /шкул ачи тетпĕр-ха ĕнтĕ, ачи вăл шкулăн мар, ашшĕ-амăшĕнех/ фольклор ушкăнĕ хатĕрлесен питĕ аван пулмалла. Пĕчĕкрен ачана чăваш культурине явăçтарни кирлĕ. Уйрăмах — арçын ачасене. Унашкал ачасем нихăçан та преступлени çулĕ çине тăмаççĕ. Халăх ятне тивĕçнĕ фольклор ушкăнĕсенчен халĕ тата тепĕр енлĕ ыйтаççĕ. Вĕсен ачи-пăчи пулмалла, тепĕр майлă каласан, ӳссе пыракан ăруран, ачасенчен йĕркеленĕ фольклор ушкăнĕ.
Пирĕн те унашкал ушкăн пур. Вăл "Ярапа" ятлă. Эпир "Пĕчĕк çеç путене" фестивалĕн виççĕмĕшпе тăваттăмĕш тапхăрĕсене хутшăнса лауреат ята тивĕçрĕмĕр. Кăçал та пиллĕкмĕш фестивале хутшăнасшăн. Анчах та унта халĕ сцена çи-пуçĕсемсĕр кĕртесшĕнех мар. Эпир те костюмсем çĕлеме патăмăр, анчах та укçа-тенкĕ çитмест, таçтан тупмалла?
Тата мĕн асăнса хăвармалла. Ĕлĕкхи йăла-йĕркесене сцена çинче лартнă чух хальхи пурнăçпа çыхăнтарма тăрăшмалла. Чăваш çамрăкĕсен театрĕн режиссерĕ В.Оринов культура ĕçченĕсен ятарлă пухăвĕнче çапла каларĕ. Ĕлĕкхи йăлана, ĕлĕк мĕнле пулнă, çапла çеç кăтартни вăл "айванла" терĕ. Вăл, паллах, Мускаври ăсчахсен сăмахне илсе каларĕ. Ку вăл мĕне пĕлтерет-ха? Ертӳçĕн хăйĕн тавра курăмĕпе йăла-йĕркене аталантарса кăтартса памалла тени пулать ĕнтĕ. Музыка та, фольклор та пĕр вырăнта тăмаççĕ, малалла аталанаççĕ. Çавна тумасан эпир унта халăха хутшăнтараймастпăр.
Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В. Фёдоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура ялсенче акатуйсем, ял уявĕсем ирттермелле тени те вырăнлă. Анчах та мана пĕр япала пăшăрхантарать. Хамăр пĕр майлă калатпăр та, ĕçне тепĕр майлă тăватпăр. Хамăр районта мĕн чухлĕ пултаруллă юрăпа ташă, фольклор ушкăнĕсем. Хуларан виçĕ çынран тăракан юрă ушкăнĕсене акатуйсене илсе килетпĕр те пинĕ-пинĕпе укçа парса яратпăр. Çав укçана вырăнти артистсене парсан хуларисенчен интереслĕрех концерт лартса параççĕ.
Фольклорăн пуласлăхĕ, аталанăвĕ мана çеç мар, культура ĕçченĕсене пурне те интереслентерет пулĕ тетĕп. Çавăнпа та хăвăрăн шухăшсене çырса яма ыйтатап.

В.РОМАНОВ, Муркаш районĕнчи Ярапайкасси культура çурчĕ çумнчt йĕркеленнĕ "Ехрем" фольклор ушкăнĕн ертӳçи,
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Хыпар, 2006, çĕртме, 28



Кнопки закладок
Вход на сайт

Поиск
Календарь
«  Ноябрь 2024  »
ПнВтСрЧтПтСбВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
252627282930
Архив записей
Беседка "Татмыши"
200
Друзья сайта
  • Официальный блог
  • Сообщество uCoz
  • FAQ по системе
  • Инструкции для uCoz
  • Надоела реклама,
    а может_ зарегистрироваться на нашем сайте или войти под своим логином? Для Вас могут быть важные сообщения.
    Закрыть
    Сделать бесплатный сайт с uCoz