Канаш районĕнчи Татмăш тарăхĕнчен тухнă çыравçăсем чăваш литературинче палăрмалла йĕр хăварнă. Сăмахран, революци хыççăнхи çулсенче Я.А.Агаков учитель-ялкор "Канаш" хаçатра хаяр фельетонсем пичетленĕ, тĕрлĕ услапсене, кукăр алăсене питленĕ. Ун ывăлĕ Леонид, ашшĕ çулĕпе кайнă, паллă çыравçă пулса тăнă. Вăтакас Татмăшра Виталий Захаров прозаик тата куçаруçă çуралса ÿснĕ. Унăн "Пуд соли", "Сердце человека", "Бессонница", "Нюринге", "Железины" тата ытти кĕнекисем этемĕн шалти тĕнчине витĕмлĕн уçса параççĕ. Çĕнĕ Шуртан ялĕнчен тухнă сăвăç-журналиста Геннадий Кузнецова, Пукăртан ялĕнче çуралнă Нил Скворцова вулакансем аван пĕлеççĕ. Çавăн пекех ку тăрăхран тухнă Михаил Васильев, Виталий Сергеев, Виталий Иванов сăвви-калавĕсем тăтăшах хаçат-журналсенче тухаççĕ. Пукăртан ялĕнче çуралса ÿснĕ Трофим Иванов-Таçук сатирик вара ку тăрăхăн чапĕпе мухтавĕ тесен те ытлашши пулмасть. Çакна нумаях пулмасть Татмăшри культура çуртĕнче ирттернĕ "Курман-илтмен çынсем мар" литература каçĕ те аван çирĕплетсе пачĕ.
- Трофим Иванович сатира лаççинче 1960 çулсен пуçламăшĕнче хĕрÿн ĕçлеме тытăнчĕ, - палăртрĕ Татмăш ен хăни Виталий Енĕш çыравçă. - Ун йĕплĕ йĕркисем нумайăшне калаçтаратчĕç, паллă çыравçăсемпе критиксем тата вулакансем вĕсене пысăк хак паратчĕç. Вăл сатира мелĕсемпе капашсăр ăста усă курма пĕлетчĕ. Виçĕ кĕнеке пичетлесе кăларчĕ çыравçă пурăннă чух - "Талпиçен", "Хĕлĕх ала", "Çĕнĕ милĕк". Шел, питех те шел, 54 çултах пултаруллă çыравçă пиртен уйрăлса кайрĕ. Эпĕ унăн çывăх тусĕ пулнипе мухтанатăп. Вăл мана, Пушкăртстанра ĕçлесе пурăнакан çамрăк çыравçа, "Капкăн" журнала ĕçлеме чĕнсе илчĕ, литературăн анлă çулĕ çине тухма пулăшрĕ.
Т.И.Иванов-Таçукăн аслă ывăлĕ Леонид комсомол тата парти органĕсенче, хуçалăх ертÿçинче нумай çул ĕçленĕ. Вăл ашшĕ пирки çапла аса илчĕ:
- Манпа вăл мĕн пĕчĕкренпе çитĕннĕ çынпа калаçнă пек калаçатчĕ. Халь ăнланатăп: вăл шухăшлакан çын пулнă, пурнăç тути-масине лайăх чухланă, этемĕн çитменлĕхĕсемпе вăйлă енĕсене çивĕч курса тăнă. Тăван литературăна мĕнле юрататчĕ тата! Акă пĕр тĕслĕх: 1957 çулта Митта Ваçлейĕ сарăмсăр вилсе кайни çинчен хаçатра вуланă хыççăн вăл мана, вуннăри ачана, ял тăрăх ертсе кайрĕ. Кашни тĕл пулаканах: "Пĕлетĕр-и, чаплă поэт вилнĕ, мĕн тери хуйăх!" - тесе куççуль витĕр пĕлтеретчĕ. "Капкăн" журнал редакцине ĕçлеме куçсан вăл сăвă çырса ларнине пачах курман эпĕ. Ялан çын çырнине якатса ларатчĕ. Йăваш япаланах хăват парса журналта пичетлеме сĕнетчĕ. Пурнăç мана тĕпрен илсен атте çулĕпех илсе кайрĕ. Эпĕ те пĕр хушă парти ĕçĕнче тимлерĕм, ун пекех хуçалăх ертÿçи пулма та тÿр килчĕ. Сăмахăма çак йĕркесемпе вĕçлес килет:
Çуралнă ялăм - Пукăртан.
Ăçти чăваш, эс хăш ялтан,
Хăш çырмаран, хăш кукăртан
Тесе ыйтсассăн ăнсăртран,
Эп хуравлатăп мухтанса:
"Çуралнă ялăм - Пукăртан".
- Трофим Иванович ман аттепе, Федор Павлович Павлов учительпе туслă пулнă, - аса илет отставкăри полковник А.П.Павлов. - Хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче ертÿçĕ хĕвел тухичченех ура çинче, вăл такама та кирлĕ, кăштах канса илме те май çук унăн. Кăштах чееленмелли май тупнăччĕ Таçук. Вăл кăнтăрла вăхăтĕнче хăй килне мар, пирĕн пата пырса мачча тăррине хăпарса выртатчĕ. Мана, 13-14 çулсенчи ачана, вăрçăра вилнĕ атте пирки вĕçĕмсĕр каласа паратчĕ. Çакă пурнăçри чи телейлĕ самантсенчен пĕри пулнă тесе калас килет. Шупашкара куçсан та хамăр ялтан тухнă çыравçăпа эпĕ тăтăш тĕл пулнă.
Литература каçĕнче çавăн пекех Владимир Алексеев учитель-пенсионер паллă ентеше ăшшăн аса илчĕ. Руслан Иванов таврапĕлÿçĕ Таçуксен йăхĕн тымарĕ епле аталанса пыни çинчен каласа пачĕ.
Аваллăхра анчах мар, паян та савăнмалли, мăнаçланмалли пур Татмăшсен. Сăмахран, Çĕнĕ Шуртанта çуралса ÿснĕ Галина Абрамова нумай вĕ-рентÿ кĕнекисен авторĕ, çĕр-шыври чи лайăх учитель ятне тивĕçнĕ. Пухăннисене вăл хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Унăн пиччĕшĕ Валерий Андреев - филологи наукисен кандидачĕ, доцент. Вĕсен тата Татмăш ен çыравçисен кĕнекисенчен йĕркеленĕ куравпа литература каçне пынисем кăсăкланса паллашрĕç.
Тĕлпулăва культура çурчĕн директорĕ В.Дмитриев пуçарнипе йĕркеленĕ. Вăл ертсе пынипе Катекри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулти ансамбль куракансене чăваш юрри-ташшипе, вăййисемпе савăнтарчĕ. Юлашкинчен пухăннисене те-хĕмлĕ шÿрпепе сăйларĕç.
В.АЛЕКСИН.
А.АБРАМОВ сăнÿкерчĕкĕсем